Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Редакторы

Редакторсем

Вăрнар тăрăхĕн хаçатне района йĕркеленĕ хыççăн тепĕр виçĕ çултан туса хунă. 1939 çулхи августченхи малтанхи вунă редактор е пĕрер çулталăк, е икĕ çула яхăн ĕçленĕ. Редакторсен списокне КПСС Чăваш обкомĕн парти архивĕн заведующийĕ А.Мурышкина 1980 çулхи октябрĕн 15-мĕшĕнче 131-мĕш номерлĕ архив справкипе редакцие çырса пĕлтернĕ тăрăх паратпăр.

1. Комаров Иван Тимофеевич. Вăл çав çулхине ВКП(б) Вăрнар райкомĕн культурăпа пропаганда пайĕн заведующийĕ пулнă. Хаçатăн пирвайхи номерĕсене вăл алă пусса кăларнă. Редактор тивĕçĕсене пурнăçлама ăна райком бюровĕн решенийĕпе 1930 çулхи октябрĕн 5-мĕшĕнче çирĕплетнĕ. Иван Тимофеевичпа «Пĕрремĕшĕ» очерк тăрăх паллашма пултаратăр.

2. Яндушкин. Шел, архивариус унăн ячĕпе ашшĕ ятне кăтартман. Ăна редактора 1932 çулхи январьте 7-мĕш партконференцире çирĕплетнĕ. Шутлă уйăхсем кăна ĕçленĕ.

3. Обофоров Денис Алексеевич редакторта икĕ ăстрăмпа ларнă (1932–1933, 1936 çулхи январь – 1937 çулхи апрель). Райком бюровĕн 1936 çулхи майăн 3-мĕшĕнчи решени пур. Мăшăрĕ, Настя аппа, 60-мĕш çулсенче редакцинче тирпей тытса пурăнчĕ. Тасалăха, чечексене юрататчĕ. Çамрăксене Денис Алексеевич çинчен каласа кăтартма кăмăллатчĕ.

4. Алендеев Григорий Алексеевич. 1933–1934 ç.ç. Ахăртнех, Вăрмар районĕнчи Кĕтеснерте çуралса ÿснĕ Василий Степанович Алендей писательпе Григорий Тимофеевич Алендеев журналистăн тăванĕ.

5. Ефимов Ф.Е. Райком бюровĕн 1934 çулхи майăн 10-мĕшĕнчи решенийĕпе виçĕ уйăх ытларах ĕçлесе курнă.

6. Павлов Иван Павлович (Пинер). 1934 çулхи сентябрь–1936 çулхи январь. РК бюровĕн августăн 20-мĕшĕнчи решенийĕпе çирĕплетнĕ. Вăл Вăрмар районĕнчи Пинер ялĕнче 1903 çулта çуралнă, ытларах çут ĕçпе, культурăпа çыхăннă.

7. Афанасьев Пимен Кириллович. 1937 çулхи апрельтен çичĕ уйăха яхăн ĕçленĕ (РК бюровĕн апрелĕн 20-мĕшĕнчи решенийĕ). 1908 çулта Трак районĕнчи Çĕньялта хресчен çемйинче çуралнă.

8. Сергеев Семен Сергеевич. 1937 çулхи ноябрь–1939 çулхи апрель. Райком пленумĕн 1938 çулхи майăн 20-мĕшĕнчи решенийĕ. 1903 çулта Çĕрпÿ районĕнчи Çĕнĕ Катек ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă.

9–10. Филиппов Ф.Ф. 1939–1940. Воробьев Е.Д. 1940. Иккĕшĕ те питĕ кĕске вăхăт ĕçленĕ. Çапах редакторта кайран та ĕçленĕ Евсей Дмитриевич çинчен пĕр виç сăмах каласа хăварас килет. Вăл хамăрăн районти Пуканкассинче 1901 çулхи октябрĕн 30-мĕшĕнче çуралнă. Вăл ертсе пынă «Гвардеец» колхоз республикипех кĕрлетчĕ. Калинино райхаçачĕн редакторĕ те пулнă.

11. Волков Ефим Никифорович. Редакторта виçĕ ăстрăмпа ĕçленĕ: 1939 çулхи август–1940 çулхи март (РК пленумĕн сентябрĕн 23-мĕшĕнчи решенийĕ), 1942 çулхи октябрь–1944 çулхи октябрь (РК пленумĕн ноябрĕн 1-мĕшĕнчи решенийĕ), 1949 çулхи апрель–1958 çулхи ноябрь (РК пленумĕн апрелĕн 21-мĕшĕнчи решенийĕ). Ефим Никифорович пирĕн районти Пăваялĕнче 1912 çулта çуралнă. Унчченхи редакторсемпе танлаштарсан, журналиста ятарласа вĕреннĕ хаçатçă. Вун виçĕ çул ытла тăрăшнă редакторпа «Вунпĕрмĕш» очерк урлă тĕплĕнрех паллашма пулать.

12. Цыпленков Валериан Петрович. Март 1940 – март 1942. РК пленумĕн 1940 çулхи мартăн 2-мĕшĕнчи решенийĕпе çирĕплетнĕ. Хаçатра кайран та чылай ĕçленĕ. Вăл 1914 çулта Анаткас Уравăшра çуралнă.

13. Шахалов Вениамин Порфирьевич. 1944–1946. Хăй пирки «Хаçат работникĕ» тенĕ. Вăл 1921 çулта пирĕн районти Малти Ишекре çуралнă.

14. Павлов Арсентий Павлович. 1946 çулхи февраль – 1948 çулхи сентябрь. Райком пленумĕн 1946 çулхи февралĕн 5-мĕшĕнчи решенийĕпе çирĕплетнĕ. Вăл 1903 çулта пирĕн районти Малти Ишекре çуралнă.

15. Тихонов Петр Алексеевич. Чăваш енре пурте лайăх пĕлекен Петр Ялгир. 1958 çулхи ноябрь – 1965 çулхи март. Райком пленумĕн ноябрĕн 23-мĕшĕнчи решенийĕ. Петр Алексеевич Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Çĕн Ирчемес ялĕнче 1922 çулхи февралĕн 19-мĕшĕнче çуралнă. 34 çул Вăрнар районĕшĕн ĕçлерĕ. Ăна пилленĕ-парнеленĕ хисеплĕ ятсене каласа та пĕтерес çук. Вăрнарта халь Петр Ялгир музейĕ пур. Ун ячĕпе Вăрнар урамĕ хисепленет. П.А.Тихоновран пуçласа Вăрнар енĕн çыннисем район хаçачĕн редакторĕсене пурне те аванах пĕлеççĕ пек. Ку кĕнекере Петр Алексеевич хăй аса илни те, ун çинчен калани те пур.

16. Толмасов Анатолий Спиридонович. Район хаçатĕнче малтан – 1963 çултан çырусен пайĕн заведующийĕ, унтан, 1965–1966 çулсенче – редактор. Муркаш район хаçачĕн редакторĕ пулнă. Красноармейски район хаçачĕн пай пуçлăхĕ пулнă. 1932 çулта Çĕрпелте çуралнă. Паллă капкăнçă-сатирикăн Çĕпритун Шăпчăкăн ывăлĕ.

17. Яковлев Николай Михайлович. 1967 çулхи январь – 1970 çулхи август.

18. Васильев Михаил Алексеевич. Хаçатра 1962 çулхи май уйăхĕнчен ĕçле пуçланă. Редакторта: 1970 çулхи сентябрь – 1976 çулхи декабрь, 1982 çулхи июль – 1991 çулхи октябрь.

19. Николаев Павел Николаевич. 1977 çулхи февраль – 1980 çулхи февраль. Вăл 1934 çулта Ершепуçĕнче çуралнă. Парти ĕçне вĕреннĕ.

20. Степанов Анатолий Игнатьевич. 1980 çулхи апрель – 1982 çулхи июнь. Хаçат ĕçне Красноармейски районĕнче çамрăкла тытăннă, икĕ редакцире 30 çул ытла ĕçленĕ хушăра пай заведующийĕ, ответлă секретарь, редактор пулнă. Журналист профессине Хусанти университетра вĕренсе туптанă. 1972 çултанпа СССР Журналистсен союзĕн членĕ. Ăна тĕрлĕ шайра нумай хутчен депутата суйланă. Анатолий Игнатьевич 1934 çулта Елчĕк районĕнчи Тускелте çуралнă.

21. Тихонов Михаил Федорович. 1992 çулхи март – 2000 çулхи июнь.1955 çулта пирĕн районти Утар ялĕнче çуралнă.

22. Фомина Альбина Дмитриевна. 2000 çулхи июнь – 2006 çулхи июнь. Пуканкасси ялĕнчен.

23. Николаев Вячеслав Васильевич. Вăрнар район хаçатне 1971 çулта килнĕ. Нумай çул хушши пай пуçлăхĕнче ĕçленĕ. Хусан университетне вĕренсе пĕтернĕ. РФ Журналистсен союзĕн членĕ. ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. 2006 çулхи августранпа – тĕп редактор. Пăртас ялĕнче çуралнă.

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика