Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТИСКЕРЛĔХ: АМĂШНЕ ÇĔÇĔПЕ ЧИКНĔ

19 июля 2008 г.

«Аннерен хакли никам та çук...» – юрăри çак сăмахсем чĕрере çав тери ырă туйăмсем çуратаççĕ. Çапла, пире пурнăç парнелесе пăхса çитĕнтернĕ çынран çывăхраххи, хаклăраххи кам пултăр ĕнтĕ. Анчах питех те шел, хăш-пĕрисем амăшĕсем е ашшĕсем тĕлĕшпе киревсĕр хăтланаççĕ. Юлашки вăхăтра, акă, эрех-сăра авăрне путнă ывăлĕ е хĕрĕ хăйсене çуратса ÿстернĕ амăшĕсен сывлăхне йывăр сиенленĕ тĕслĕхсем пулчĕç.

Анчахрах район сучĕ Пăваялĕнчи Михаил Андреев тĕлĕшпе уголовлă ĕç пăхса тухрĕ. Калама хăрушă: хĕрĕх улттăри ниçта та ĕçлемен çак çын хăйне çуратса ÿстернĕ амăшĕн пурнăçне татма пултарнă. Кăçалхи апрелĕн 1-мĕшĕнче М.Андреев хăйпе пурăнакан хĕрарăмпа амăшĕ патне Етруккасси Мăрата пынă. Вăл судра каласа кăтартнă тăрăх, вĕсем малтан амăшĕпе Пăваялĕнче пурăннă. Анчах киле хĕрарăм илсе килнĕ хыççăн ют çынпа амăшĕ хушшинче пĕрремĕш кунранах хутшăнусем йĕркеленеймен. Вĕсем пĕр-пĕринпе тăтăшах ятлаçнă-хирĕçнĕ. Михаил, судра каланă тăрăх, вăл хăйне икĕ çулăм хушшинчи пек туйнă. Çавăн пекех ывăлĕпе амăшĕ хушшинче те хирĕçÿсем пулкаланă. Çак сăлтавсене пула амăшĕн ирĕксĕрех килĕнчен пăрахса кайма лекнĕ. Вăл хăйĕн катари ватă тăванĕ патĕнче, Етруккасси Мăратра, пурăнма тытăннă. Ывăлĕ çакăн хыççăн та амăшĕпе хутшăнма пăрахман, час-часах ун патне пырса çÿренĕ, кирлĕ чухне укçа ыйтнă.

Апрелĕн 1-мĕшĕнче те М.Андреев урă пулман. Килсе çитнĕ ÿсĕр ывăлĕпе унăн хĕрарăмне амăшĕ апат çитернĕ, спиртлă шĕвекпе хăналанă. Унтан Михаил ташлама-юрлама тытăннă. Амăшĕ ывăлне йĕркеллĕрех тытма асăрхаттарнă хыççăн Михаил сĕтел çинчен çĕçĕ ярса илнĕ те унпа юриех виçĕ хутчен амăшĕн хырăмĕнчен яшлаттарнă. Çапла унăн сывлăхне йывăр сиен кÿнĕ: çĕçĕ пĕвере, ытти органсене суранланă. Çакăн хыççăн М.Андреев хăй мĕн туса хунине ăнланнă та фельдшер патне чупнă. Лешĕ васкавлă пулăшу чĕнсе илнĕ, йывăр суранланнă çынна район больницине ăсатнă. Вăхăтра медицина пулăшăвĕ панине пула кăна П.Андреева чĕрĕ юлнă.

Судра М.Андреев хăйĕн айăпне пĕтĕмпех йышăнчĕ. Çавăн пекех унăн айăпĕ ытти енĕпе те çирĕпленчĕ. Çавна май суд çын пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратса сывлăха йывăр сиенленĕшĕн унăн ĕçне РФ Уголовлă кодексĕн 111-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе хакларĕ. Район сучĕ М.Андреева ĕçлесе юсанмалли пĕтĕмĕшле режимлă колоние виçĕ çуллăха яма йышăнчĕ. Çавăн пекех суд унран амăшне больницăра сиплесе тăкакланă 9311 тенкĕ те 75 пуса шыраса илмелле турĕ.

Çак ĕç тĕлĕшпе суд Кĕçĕн Кипек ял поселенийĕн пуçлăхĕн адресĕпе уйрăм постановлени кăларнă. Унта çакна палăртнă. Инкек тÿснĕ П.Андреева кăтартнă тăрăх, Пăваялĕнче хăйĕн килĕнче пурăннă чухне унпа ывăлĕ тата кинĕ хушшинче тăтăшах хирĕçÿсем-ятлаçусем сике-сике тухнă. Вĕсем унран укçа ыйтнă, ывăлĕ амăшĕ çине алă çĕклени те пулнă. Çемьере пĕр-пĕрне килĕштермен хутшăнусене пула ватă çыннăн ирĕксĕртен хăйĕн килĕнчен Етруккасси Мăратри катари тăванĕ патне тухса кайма лекнĕ. П.Андрееван мĕнле сăлтава пула хăйĕн кил-çуртне пăрахса кайма тивнине Кĕçĕн Кипек ял поселенийĕн пуçлăхĕ айăпланакан М.Андреева панă характеристикăра та кăтартнă. Анчах ывăлĕпе кинĕ амăшне Етруккасси Мăратри тăванĕ патĕнче те канăç кăтартман, ун патне темиçе хутчен те пынă, укçа пама ыйтнă, хăйсем ниçта та ĕçлемен, ÿсĕрле хирĕçнĕ. Çак тĕслĕхсене инкек тÿсекенсĕр пуçне свидетельсем те çирĕплетрĕç.

Çапла, ывăлĕпе амăшĕ хушшинчи пĕр-пĕрне килĕштермен хутшăнусем юлашкинчен çакăн пек хăрушă преступлени патне илсе çитернĕ.

Уйрăм постановленире çавăн пекех çакна та кăтартнă: ку преступление тума май панă сăлтавсенчен пĕри – спиртлă шĕвексемпе иртĕхекен тата право йĕркине пăсма пултарас туртăмлă çынсемпе профилактика ĕçне çителĕксĕр йĕркелени. Çак ĕçре милицин участокри инспекторĕпе кирлĕ пек çыхăнса ĕçлеменнине те палăртнă.

Суд хăйĕн постановленийĕпе Кĕçĕн Кипек ял поселенийĕн администрацийĕн пуçлăхне çитменлĕхсене пĕтерме тата тивĕçлĕ мерăсем йышăнма кирлине асăрхаттарнă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика