19 июля 2008 г.
– Хамăр ушкăнра иккĕмĕш, Раççейĕн 73 регионĕ хушшинче тăххăрмĕш вырăн йышăнтăмăр,– пĕлтерчĕ Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн преподавателĕ Александр Владимирович Созонов, хăй хатĕрленĕ командипе тинтерех çуллахи ял спорт вăййисен Пĕтĕм Раççейри ăмăртăвĕсенчен таврăннăскер.
Вăйăсем июлĕн 7–12-мĕшĕсенче Йошкар-Ола хулинче иртнĕ. Кăçалхипе çиччĕмĕш хут. Техникум команди унта Чăваш Республикин пĕрлештернĕ командин йышĕпе хутшăннă.
Кăçал полиатлонистсен командине пĕтĕмпех Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн студенчĕсемпе преподавателĕсем пĕрлешнĕ. Çуллахи тĕссенче вĕсем уйрăм рекордсем çапнă, пăшалтан перессипе, ишессипе, чупассипе пысăк результатсем кăтартнă. Сергей Политов акă 3000 метрлă дистанцире иккĕмĕш пулнă, пĕрремĕш чупса тухакана пĕр çеккунт кăна выляса янă. Анна Григорьевапа Инга Тимофеева пĕрремĕш спорт разрячĕн нормативне тултарнă. Старта çавăн пекех физвоспитани преподавателĕ Галина Павлова тата Василий Ложкин студент та тухнă. Вĕсен кăтартăвĕсем те начар мар.
Чăваш енĕн пĕрлештернĕ команди иккĕмĕш вырăн йышăннинче Кăмпал хĕрĕн Таня Макарован та тÿпи пур. Çăмăл атлетка 3000 метрлă дистанцие иккĕмĕш результатпа вĕçленĕ. Кÿренмелле, пĕрремĕшĕнчен пĕр çеккунт ытларах.
Çуллахи вăйăсен йĕркипех ял хуçалăх предприятийĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлекен организацисенче ĕçлекенсем хушшинче волейбол турнирĕ иртнĕ. Раççейри пысăк та вăйлă аталаннă холдингсемпе корпорацисен командисемпе пĕрле стартра Вăрнарти «Химик» волейболисчĕсем те пулнă. Хĕрÿ тупăшура бронза призер ята тата кубокпа диплома тивĕçлипе çĕнсе илнĕ.
Польшăри Быдгощ хулинче çăмăл атлетикăпа юниорсем хушшинче иртнĕ тĕнче чемпионачĕ вĕçленнĕ. Республикăран Раççей команди йышне кĕме тивĕçнĕ тăватă хĕртен иккĕшĕ Вăрнар тăрăхĕнчен.
Хăмăшра çуралса ÿснĕ Марина Гордеева призерсене чи çывăхраххи пулнă. 3000 метрлă дистанцие вăл тăваттăмĕш вĕçленĕ. Хурăнсур Çармăсри Екатерина Горбунова çак дистанцирех çиччĕмĕш вырăн йышăннă.