Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алăранах ярса илнĕ

19 июля 2008 г.

Июлĕн 15-мĕшĕнче 17-пе 24 сехет хушшинче Вăрнарти Строительнăй урамри пĕр çуртăн кил картинчен «СТЕЛС» велосипед çухалнă. Ăна хуçи кунта пăхса-асăрхаса тăмасăрах хăварнă пулнă. Çак меллĕ самантпа усă курнă та вăрă – велосипеда утланса тарнă. Нумаях ярăнайман ют велосипедпа – милици сотрудникĕсем тытса чарнă. Вăрă инçетре те мар, çак урамрах пурăнакан Н. пулни палăрнă.

«Быт-2008» оперативлă профилактика операцине ирттернĕ май, шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕн сотрудникĕсем Кивьял Хапăс ялĕнче пулса иртнĕ тепĕр преступление уçса панă. Ку ялта пурăнакан С.-н хуçалăхĕнчи лаçран июлĕн 15-мĕшĕнче такам уççăнах «Сапфир» телевизор тата металран тунă савăт-сапа илсе тухса кайнă иккен. Милици ĕçченĕсем ăна алăранах ярса илнĕ – каçхине савăт-сапана тимĕр-тăмăр пуçтаракана пама хăтланнă чух... Вăл Вăрнарти К. пулнă.

Июлĕн 12-мĕшĕнче такам Вăрнарти Комсомольски урамĕнчи Д.-н пурăнмалли çуртне çăра çĕмĕрсе кĕнĕ. Кунта вăл самай пайталаннă: тĕпелти шкафран 3 пин тенкĕ укçа, котельнăйран дрель, шкул ачисен икĕ сумкине йăкăртнă. Хуçалăхри кил картинче ларакан «Волга» автомашина та илĕртнĕ путсĕре. Унтан мĕн вăрлама май пуррине те хăвăрт тавçăрнă вăл – «Панасоник» автомагнитолăна кăларса илнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика