19 июля 2008 г.
Июлĕн 15-мĕшĕнче «Черемушки-2» садри пахчана кăнтăрла тĕлне çитрĕм. Пăхатăп та, ман кÿршĕн виçĕ соткăна лартнă çĕр улмине çурри таран вăр-хурахла тустарнă, кăкланă та çав вырăнах пенĕ, тăпăлтара-тăпăлтара таптанă – ийĕ-арçури ташланă тейĕн! Хуть те хăвна ху çамкаран çапса макăр.
Пахча хуçи, «Сельхозтехникăра» ĕмĕрĕпе ĕçленĕ паллă çын, районти механизаторсем кăна мар лайăх пĕлекенскер, пĕр вăхăта чирлесе ÿкрĕ, больницăна лекрĕ. Ара, ватлăх хăйĕннех илет, мăшăрĕпе иккĕшĕ те сакăрвунна çывхараççĕ. Вăрă-хурахсем çак хисеплĕ ватăсене пĕлмесĕр-палламасăр тăман пулĕ тейĕн. Ку ĕнтĕ пушшех хăрушăрах: хурахшăн шеллемелли çын çук!
Июлĕн 14-мĕшĕнче пахчаран каçхине тăххăрмĕш сехетре тухса килтĕмĕр, усал шухăшлă мĕлкесене асăрхаманччĕ. Апла, кÿршĕ пахчине ир-ирех арпаштарнă. Эп çĕр улми кассисене питĕ хитре купаласа панăччĕ, колорадо парнисене те тĕп тунăччĕ, çĕр улми хăмăш пек патвар хăпарчĕ. Ак сана – тухăçа сахалтан вунă хут чакарса хунă!
2006 çулхи ноябрĕн 22-мĕшĕнче пирĕн кÿршĕллĕ виçĕ дачăна çаратрĕç. Бандăра пиллĕкĕн-улттăн пулнă. Иккĕшне тĕрмене ăсатрĕç. Милици аллине вĕсем ăнсăртран лекнĕ. Пурĕ пĕр аван терĕмĕр. Суд решенийĕпе хаçат урлă вулакансене паллаштарнăччĕ. Вăрă хаçат вулас çук, çапах та вĕсем вĕт çынсем хушшинчех пурăнаççĕ; кам та пулин мĕн те пулин сисетех, пĕлетех, мĕншĕн асăрхаттарас мар; Милици çарĕ районтах йышлă, автоколонни те хăватлă, тен, çак тапхăрта та пулин патруль хуралне йĕркелемелле; Вăрăсем пĕлĕте вĕçмеççĕ, пурпĕрех çулсем çине тухаççĕ, пасарсем енне утаççĕ. «Аллăнти хутаç витрине ăçтан тупрăн, кăтарт-ха эппин!» – тесе тĕпчеме пулать-çке!
Влаçрисем пĕрмаях олигархсен харпăрлăхне тĕкĕнместпĕр, хаяррăн сыхлатпăр тесе тăраççĕ. Шел, чухăнсен харпăрлăхне хÿтте илесшĕн мар.