Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юн вĕренĕ чух

19 июля 2008 г.

«Кирек кам пулсан та, çăкăр çитерекен çын пулăр», – тетчĕ пире анне. Шалти ĕçсен районти пайĕн пуçлăхĕ Б.Федотов чĕнтерсе калаçрĕ. «Ан пăшăрханăр, милиционер пулаймастăп», – терĕм. Çара кайиччен колхозра ĕçленĕ, пуртă йăтса çÿренĕ. Çарта радиотехник, радиотелеграфист пулнă, электролини çинче, электроподстанцире ĕçлеме пултарнă, электрогенераторсене, электродвигательсене пĕлнĕ. Строитель ăсталăхне Сталинград облаçĕнчи Вăтам Ахтубара çивĕчленĕ. Училищĕре тракторист-машиниста вĕрентĕм. Практикăра хамăр районта , Оренбург облаçĕнче пултăм. Çул çÿревре тĕлĕнмелли пайтах тĕл пулнă: лăпкăн юхакан Самар шывĕ, икĕ-виçĕ ĕмĕр ÿснĕ капмар хыр вăрманĕсем; Бузулук ячĕпе лараканни, икçĕр-виççĕр çухрăма тăсăлаканни, пуш хирти кăра çилсене, хăйăрлă çил-тăвăлсене тытса чарнипе Арал тинĕсне хÿтĕлет...

Бузулукра, çав таврашри ялсенче çын çÿллĕш саман çуртсем лартатчĕç. Кунта Инди делегацийĕ пулнă та, пире те тем чухлĕ хĕрлĕ тата симĕс ялавсемпе кĕтсе илнĕччĕ. Пĕр-ик çухрăм çÿллĕш чăнкă ту çине хăпарса куртăмăр. Çÿлтен пăхатăн та талккăшпех тÿремлĕх. Сарă тулă, хуратул, вир, хĕвелçаврăнăш ÿстереççĕ. Çитмĕл çухрăмран кĕпер çине тухрăмăр. Юханшыв икĕ енĕпе – Кураккасси сали (Грачевка), Петро-Херсонец, Боровка, Ждановка... Тоцк полигонĕ (унта хăй вăхăтĕнче атом бомби сирпĕтсе пăхнă) çакăнтан 50 çухрăмра çеç выртнă-мĕн. Вăт мĕнле вырăнсене лекрĕмĕр. Çĕнĕрен те çĕнĕ радиолинисем, электролинисем караттăмăр. Колхозсенче «Коммунар», «Сталинец», СК-3 комбайнсемпе, тырă тасатакан машинăсемпе ĕçлеттĕмĕр, КДМ-46 моторĕпе электростанцие хута ятăмăр. Уншăн эпĕ хам эрнипех тарланă. Колхоз пуçлăхĕ мана виçĕ ял халăхĕ умĕнче алă тытса саламларĕ, хăна тăвас тесе пĕри те тепри килĕрен киле чĕнме тытăнчĕç. Мĕншĕн çыратăп-ха çак йĕркесене; Мĕн тери аванччĕ, тараватчĕ, туслă та тăванлăччĕ пуянах та мар пурăннă халăх! Тĕрлĕ наци çыннисем пĕр çемьери пек хастар ĕçлесе хавхаланатчĕç. Юпасене хыпаланса улăштарнăшăн хушса тÿлерĕç. Киле çакнă кашни лампочкăшăн (çутăлса кайсан ваттисем тем тери пăхса тăратчĕç!) тăватшар тенкĕ алла сĕнетчĕç. Эпир çав парнене йышăнманнинчен тĕлĕнетчĕç. Ирхи шуçăмран тытăнса каçхи шуçăм сÿничченех канăç курман. «Мичуринец» колхозра хамăр пуçарса, никам хушмасăр, радиоузел хута ятăмăр. Халăх савăнать: Мускава, тĕнчене тăнлать! Эпир чăвашла юрласа кăтартнине кăмăллаççĕ. Украин хĕрĕсем чăваш каччисене сырăна пуçларĕç. Пире нимле Ющенко-Тимошенко та хĕсĕрлеме пултарайман...

Ман хваттер хуçи, Анна аппа, хурлăхлă шăпине йĕре-йĕре çемĕçтеретчĕ. Вăл чăваша качча тухнă. Савнийĕ вăрçăран таврăнайман. «Телей тупăнмарĕ. Урăх арçын килĕшмерĕ мана...»

Çапла çирĕм пилĕк çухрăмра Чăваш Игнашка – Анна аппа ялĕ пуррине пĕлтĕм. Унта паллă писатель («Кĕпер» роман авторĕ) Влас Паймен çуралнă. Çав ял хĕрĕпе, Петро-Херсонецри библиотекарьпе курса калаçрăм. Хайхискер юлташпа вĕсен ялне персе çитрĕмĕр. Ялĕ пысăк, илемлĕ, тирпейлĕ, йывăçлă. Тавраллах юханшывсем. Паймен кĕперĕ çинче шухăша кайса тăтăмăр. «Ку çăтмахра авланса яма та юрать», – тет Кĕçтук тусăм. Лавккари чĕвĕлти чĕкеçле хĕр-пике пĕр кĕленче эрех тупса пачĕ, пĕрле хаваслансах «Правда» хаçата тыттарчĕ. Пăхатпăр та – унта Андриян Григорьевич Николаев космонавт портретне пичетленĕ. Эп чутах персе яраттăм: «Унпа иртнĕ çул кăна темиçе хутчен çыхăну тытсаттăм!»

Эпир тула тухнă тĕле лавкка умĕнче митинг пуçланă: «Яла Чăваш çĕршывĕн ачисем çитнĕ!» Пире ыйтусемпе чыхăнтараççĕ: «Ăçта-ши вăл – Шуршăл; Андриян чăвашла пĕлет-ши; Вăл ăçта пурăнать;..»

Вăт мĕнле юхса пырать кунçул çаври. Кунта эпĕ пурĕ те пĕр кукăрти авăра чăмса тухрăм. Çарта эпĕ пулас космонавтсене çыхăнупа тивĕçтерекен радиотелеграфист пулнă. Таçти-таçти ялсенче чăвашсен космонавчĕ çинчен хам пĕлнĕ чухлĕ каласа кăтартаттăм. Андриян Григорьевича хамăрăн тăван Вăрнарта та курнă. Чи тĕлĕнтерни те асра юлнă: Влас Паймен ялĕнче те (Самар тăрăхĕ) чăвашсем урăх çĕрте татах пуррине пĕлмен çынсем пурччĕ...

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика