19 июля 2008 г.
Вăрнар район прокуратури вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче граждансен ыйтăвĕсене пăхса тухас йĕркене мĕнле пăхăннине тĕрĕсленĕ. Çапла майпа хăш-пĕр поселенисен администрацийĕсенче граждансен прависене сĕмсĕррĕн пăснă тĕслĕхсем те пулнă.
Сăмахран, Вăрнар хула поселенийĕн администрацийĕнче граждансен ыйтăвĕсене тишкерсе хурав памалли вăхăта уяман.
Федераллă саккунпа килĕшÿллĕн, вырăнти хăйтытăмлăх органĕн вĕсене 30 кунта пăхса тухмалла, хыççăн çырса хурав памалла.
Çапах та çыру евĕрлĕ ыйтусем çине граждансене яланах çырса хуравламаççĕ.
Поселенисен администрацийĕсенче çынсен сăмах вĕççĕн ыйтăвĕсене тишкерес тĕлĕшпе те çитменлĕхсем пур. Сăмах май, вĕсене граждансен уйрăм йышăну карточкине кĕртмелле. Енчен те вĕсенче уççăн курăнакан фактсем пулсан, хушма тĕрĕслев кирлĕ мар-тăк, хурава та çав вăхăтрах, гражданин килĕшсен сăмах вĕççĕн пама юрать. Ытти тĕслĕхсенче ыйтусене çыру евĕр хуравламалла. Саккуна пăснă çакнашкал тĕслĕхсем Мăн Турхан ял поселенийĕнче палăрнă.
Çитменлĕхсем тупăннă поселенисен пуçлăхĕсем ячĕпе Вăрнар район прокуратури представленисем янă, айăплисене дисциплинарлă явап тыттарма хушнă.