19 июля 2008 г.
Инвалидсен районти пĕрлешĕвĕ тĕрлĕ сăлтава пула сусăрланнă çынсене социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерессипе чылай тимлет, вĕсен пурнăçне çут савăнăç хĕлхемĕ кĕртес тĕллевпе тĕрлĕ ĕçсем пуçарать.
Спорт ăмăртăвĕсемпе культура мероприятийĕсем пĕрлешÿре тăракансемшĕн – чи кĕтнисем. Нумаях пулмасть кунта акă шашка, шахмат турнирĕсем, дартс тупăшăвĕ, «Эпĕ пурăнакан тĕнче» ача-пăча ÿкерчĕкĕсен конкурсĕ иртнĕ. Вĕсене пурне те республикăра инвалидсен обществине йĕркеленĕренпе 20 çул çитнине халалланă.
Анчахрах пĕрлешÿ членĕсем Çĕрпÿри хĕрарăмсен мăнастирне çитсе курнă. Ыр кăмăллăх апачĕ, сăваплă вырăнсенче экскурсире пулни вĕсен чĕринче ырă йĕр хăварнă. Инвалидсене урăх района тухма ял хуçалăх техникумĕн директорĕ Илья Анатольевич Арбузов пулăшнă, автобус уйăрса панă.
Пĕрлешÿ членĕсем халĕ каллех ырă канăçсăрлăхра, вĕсем хĕрсех июлĕн 24-мĕшĕнче Çĕмĕрлере пулакан çемьесен конкурсне хутшăнма хатĕрленеççĕ.