Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăнăçлă иртĕ

19 июля 2008 г.

Кăçал «Мураты» ял хуçалăх кооперативĕн 500 гектар ытла кĕрхи тата çурхи тырăсене пухса кĕртмелле. Çĕр ĕçченĕсем уй-хир пуянлăхне алла илме тĕплĕн хатĕрленеççĕ.

Çăкаллă-явăшсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене «ДОН–1500» тата «Вектор» комбайнсемпе пухса кĕртме палăртаççĕ. Иккĕшĕ те çĕнĕ, пĕри иртнĕ çулта туяннăскер. Пĕлтĕр Геннадий Ивановпа Александр Федоров комбайнерсем техникăна тухăçлă ĕçлеттерчĕç. Кăçал та вĕсем ĕççине тухас умĕн «уй-хир карапĕсене» тĕрĕслев витĕр ăнăçлă кăларчĕç.

Тырă турттарма урапаллă тракторсемпе автомашинăсене уйăрнă. Йĕтем çинчи тырра тасатса типĕтме, улăма çийĕнчех пухса пыма, çĕртме тума, кĕрхи тырăсене вăхăтра акса хăварма ятарласа звеносем йĕркеленĕ. Кĕскен каласан, вырма тапхăрĕ конвейер меслечĕпе пулса пымалла. Ĕççине хутшăнакан кашни çын хăйĕн тĕллевне лайăх пĕлсе тăрать.

– Тыр-пул пуссисем талккăшпех хăвăрт пиçсе пыраççĕ. Вĕсем кăçал пур лаптăк çинче те ăнса çитĕнчĕç. Пĕлтĕр кашни гектартан 25-шер центнер ытла тĕш-тырă пухса кĕртрĕмĕр пулсан, кăçалхи тухăç нумайрах пуласси тата ĕççи тапхăрĕ ăнăçлă иртесси пирки пачах та иккĕленместпĕр, – çирĕп шантарса калать хуçалăх ертÿçин çумĕ Ю.Спиридонов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика