19 июля 2008 г.

«Санары» агрофирма ĕнер кăна тепĕр хăватлă техникăпа – çĕр улми кăлармалли «Crimme» комбайнпа – пуянланчĕ.
– Ку виçĕ çул каялла туяннинчен чылай хăватлă тата çĕнĕллерех ĕçлекенскер, – пĕлтерчĕ хуçалăх ертÿçи Роберт Петров Мерседес-тягач çинчен пушатакан техника çине кăмăллăн кăтартса.
Рессурсене перекетлекен техникăпа усă курни ял хуçалăх культурисене çухатусăр туса илме тата вĕсен тухăçне ÿстерме пулăшать. Çакна шута илсе ĕнтĕ санарпуçсем малашлăха пăхса ĕçлеççĕ, машинăпа трактор паркне çулсеренех çĕнетсе пыма тăрăшаççĕ. Тинтерех кÿрсе килнĕ «Agros-530» комбайн та акă вырмана тухма хатĕр ĕнтĕ.
Хуçалăхра выльăх апатне хĕл валли хатĕрлесе çитернĕ. Çĕртме сухи тăвасси аван пырать. Механизаторсем техникăна вырмана хатĕрлеççĕ. Ĕç çыннисен пĕр пайĕ нимĕç пăрçине çум курăкран тасатать.