Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕл хырăмĕ пысăк

19 июля 2008 г.

«Симĕс ĕççи» вăй илсе пырать. Утă уйăхĕн 17-мĕшĕ тĕлне пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче нумай çул ÿсекен курăксене 4501 гектар çулнă. Юлнă – 2721 гектар. Ку ĕçе аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче, «Янгорчино», Карл Маркс ячĕллĕ, «Хорнзор» кооперативсенче, «Санары» агрофирмăра вĕçленĕ. Пĕр çул ÿсекен курăксене ял хуçалăх предприятийĕсенче 275 гектар çулнă.

Районти обществăлла выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма çак вăхăта 11310 тонна сенаж, 3480 тонна силос, 2085 тонна утă янтăланă. Çак цифрăсем ешĕл массăна – сенажа – хатĕрлес ĕç уйрăмах кал-кал пынине кăтартаççĕ. Аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче, Карл Маркс ячĕллĕ кооперативра сĕтеклĕ апата 3000-шер тонна хывнă. Плана «Агрохмель» 60 процент, «Кольцовка» 50,4, «Янгорчино» 42,3 процент пурнăçланă. Район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, «Правда», «Родина», «Аник» хуçалăхсенче сенаж хатĕрлеме тытăнман. Силос хывассипе «Победа» кооперативра вăй хуракансем уйрăмах тăрăшуллă. Вĕсем ешĕл масса 3000 тонна янтăланă. Çывăх кунсенче аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче утă хатĕрлесе пĕтереççĕ пулсан хăш-пĕр ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕç ÿсĕнмест-ха. Вĕсенче ĕç кăтартăвĕсем 10 процентран пĕчĕк.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика