Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хуçалăха пулăшаççĕ

16 июля 2008 г.

Сисмесĕрех çу кунĕсен çуррине те çитрĕмĕр. Кĕçех ачасен кану кунĕсем те вĕçленĕç. Карл Маркс ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх кооперативĕнче хĕрсех çуллахи ĕçсем пыраççĕ. Ял ĕçченĕсемпе пĕрле кооперативра шкул ачисем те тăрăшаççĕ. Ачасем нимĕнле ĕçе те тиркемеççĕ. Аслисемпе пĕр тан вĕсем утă тавăрса типĕтеççĕ, силос витнĕ çĕрте хутшăнаççĕ, ферма таврашне вĕлтĕренпе куршанакаран тасатаççĕ. Кооператив ĕçне пĕр кун сиктермесĕр, тăрăшса ĕçлекен ачасене асăнса хăварас килет. Вĕсем: А.Никифоров, А.Никифорова, А.Павлова, Н.Павлова, Е.Малова, М.Миронова. Вĕсенчен кĕçĕнреххисем В.Мокшин, А.Константинов та кăмăлпах кашни ир ĕçе васкаççĕ. Л.Григорьев ферма ĕçченĕсене хăйсен типтерлĕ ĕçĕпе савăнтарать. А.Степанов фермăри ĕне касăвне пăхма çÿрет. Шанса панă ĕçе тивĕçлĕ пурнăçласшăн. Часах тырă вырма та вăхăт çитĕ. Тракторпа машина паркĕнче те ĕç вĕресе тăрать. Çĕнĕ тырра пухса илме комбайнсене юсамалла, суха тума тракторсене те хатĕр тытмалла. Комбайнсене юсанă çĕрте те шкул ачисем маттур. Ял хуçалăх кооперативĕн ертÿçи В.Ф.Шумилов хастар ĕçленĕ ачасене хаклă парнесемпе хавхалантарса тăрать. Çавăнпа та çулран çул кооператива пулăшакан ачасен йышĕ ÿссех пырать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика