16 июля 2008 г.
Хурăнсур-çармăссем хăйсен тăван ялĕн кунне вунпиллĕкмĕш çул паллă тăваççĕ ĕнтĕ. «Хорнзор» ял хуçалăх кооперативĕн пуçлăхĕн Федор Григорьевич Кузьминăн пуçарăвĕпе йăл илнĕскер, вăл пĕр урамра, пĕр ялта выляса ÿснĕ, кунта çунат сарнă кашни çыншăн чи çывăх уявсенчен пĕри, мăнаçлăх палли пулса тăнă. Çакна никам та пытармасть, йĕркелÿçĕсене тав тăвать кăна.
Халăх юбилейлă çул (килес çул Хурăнсур Çармăс ялĕ пуçланса кайнăранпа 330 çул çитет) умĕнхи уява лайăх кăмăлпа кĕтсе илнĕ. Районти чи кăтартуллă ялсенчен пĕринче пурăнакансем хăйсен тăрăхĕ çулран çул аталанса пынипе чăнахах мухтанаççĕ – кашни килте çутçанталăк газĕпе усă кураççĕ, çитменнине, Президент программи пурнăçа кĕричченех. Урамсене асфальтлă çулпа хытарнă, çулсерен çĕнĕрен те çĕнĕ çуртсем çĕкленеççĕ. Ял варринче çĕкленекен культурăпа сывлăха çирĕплетмелли центрĕ кĕçех хăйĕн алăкĕсене уçĕ.
Уявра асра юлмалли самантсем чылай пулнă. Çемье çулталăкне халалласа акă кăçал мăшăрланнă Максимовсен, Якимовсен тата Кузьминсен çемйисене саламланă. Зоя Николаевнапа Константин Васильевич Васильевсен вара çак кун тепĕр юбилейпа пĕр килнĕ – пĕрлешнĕренпе 45 çул çитнĕ. Сумлă хăнасем вĕсене савăнăçлă лару-тăрура парнесемпе чысланă.
Каламалла, хурăнсур-çармăссем культура, спорт мероприятийĕсем ирттерессипе те – мал опыт саракансем. Вĕсене ячĕшĕн, хут çинче кăна юлтăр тесе мар, ял çыннисем чунпа канччăр, сывлăха çирĕплетчĕр тесе йĕркелеççĕ. Кунта культура çурчĕн директорĕн М.Кузьминăн тата илемлĕ пултарулăх ертÿçин В.Шашковăн тÿпи пысăк. Ял кунĕнче те спорт мероприятийĕсем анлă пынă.
Уяв программине республикăри «Сеспель» ансамбль, Виктор Петров кулăш ăсти, Куславкка районĕнчи Федоровсен çемйи тата Хурăнсур Çармăсăн çамрăк артисчĕсем Даша Харитонова, Олеся Арсентьева, Нина Иванова, Валентина Егорова тата Михаил Кузьмин юрă-ташăпа тăснă.
Çак кун Хурăнсур Çармăс çĕрĕ хăйĕн мухтавлă ывăл-хĕрĕсене те хăнана йышăннă. Ял çыннисемпе уявра РФ тава тивĕçлĕ прокурорĕ А.Овчинников, отставкăри офицер Р.Ковский, республикăри ача-пăча больницин хирургĕ Г.Плеханов, В.Кузьмин публицист тата ыт.те савăннă. «Хорнзор» кооператив пуçлăхĕ Федор Кузьмин, Çĕрпел ял поселенийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене туса пыракан Иван Миронов пурне те саламланă.
Уявăн спонсорне те манса хăвармалла мар. Вăл – ку ялти хастар маттурĕ Михаил Кузьмин. «Паллах, çакнашкал уявсем пысăк тăкакпа çыхăннă. Анчах та пирĕн хамăрăн тăван ял историне нихăçан та манăçа кăларма ирĕк çук. Вăл манăçсан, унăн çыннисем те манăçĕç. Пулас ăрусем курса-пĕлсе ÿсчĕр, пирĕн ял çав-çав çынпа мухтавлă теччĕр. Ял пурăнсан, эпир те пĕтместпĕр»,– терĕ вăл çитес çулхи юбилея тата та чаплăрах ирттерме палăртнине пĕлтерсе.