16 июля 2008 г.
Ăмăртмалла пулă тытасси юлашки вăхăтра спорт тĕсĕсен йышне çирĕппĕн кĕчĕ. Нумаях пулмасть ку енĕпе акă пушар хуралçисем тупăшнă. Вăрнарти 27-мĕш пушар чаçĕнче тимлекенсем Каçал енче иртнĕ ăмăртăва хăйсен Елчĕкри, Патăрьелĕнчи, Комсомольскинчи, Шăмăршăри, Йĕпреçри тата Тăвайĕнчи ĕçтешĕсемпе тухнă.
Пирĕн ентешĕмĕр – пушар чаçĕнчи караул начальникĕ Геннадий Николаев пулă чи ăста тытаканни пулнă. Унăн вăлтине çакланнă карп 7 кило та 200 грамм тайнă. Пĕрремĕш вырăншăн ăна Хисеп грамотипе пулă тытмалли хатĕр-хĕтĕр парнеленĕ.