16 июля 2008 г.
Чăваш ен Президенчĕ Николай Федоров ячĕпе Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ Представителĕнчен Григорий Рапотăран çыру килнĕ.
«Эсир нумай пулăшнипе 2008 çулхи çĕртме уйăхĕн 19–20-мĕшĕсенче Шупашкарта «Раççей инновацийĕсене – Раççей капиталĕ» Раççейри пĕрремĕш форумĕ пулчĕ.
Форум пуçласа пĕтĕмĕшле наци шайĕнче иртрĕ, унăн ĕçне Раççейри инноваци ыйтăвĕсене нумай тимлекен 22 регион, çĕршыври инноваци политикишĕн яваплă федераци, регион влаç тата ведомство органĕсем, Раççейри бизнес-ангелсен ассоциацийĕсемпе сечĕсем хутшăнчĕç. Форум Раççейри питĕ нумай инвестора пухрĕ, 6 çулти тапхăрта кун пекки пулманччĕ-ха, вĕсем тăратнă проектсен 1Ÿ3 пайне ытла пăхса тухма йышăнчĕç», – тенĕ çырура.
Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлçи округĕнче полномочиллĕ Представителĕ Президента тата Чăваш ен Правительствине «Раççей инвестицийĕсене – Раççей капиталĕ» форума лайăх йĕркелесе ирттернĕшĕн тав тунă. Форум пĕтĕмĕшле наци шайĕнче ырă пулăмсене кăтартса панă.
«Отрасльсенче эксперт комиссийĕсен тытăмне кĕнĕ промышленноç представителĕсем тăратнă инноваци проекчĕсем конкуренцие хутшăнма, вĕсене çĕршыв хуçалăхĕн тĕрлĕ отрасльне ĕçе кĕртме пултарасса палăртрĕç.
Интернет сетĕнче форум ĕçне ку чухнехи пĕтĕм тĕнчери стандартсемпе килĕшÿллĕн тÿрремĕнех трансляцилеме унăн мероприятисене нумай çынна хутшăнма май пачĕ», – палăртнă Григорий Рапота.