Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăçа юратăр

12 июля 2008 г.

Çулран çул ялсем пушансах пыраççĕ. Шкултан вĕренсе тухнă çамрăк семхуланалла туртăнаççĕ. Вĕренÿ заведенийĕсене кайманнисен е аслăраххисен вара пĕр çул: Мускава. Унта та камăн мĕнле телей: пĕрисем – укçа-тенкĕпе, теприсем сусăрланса таврăнаççĕ. Вилсе килнĕ тĕслĕхсем те пур. Çапах сивĕсенче, çумăрсенче шăнса ĕçлесе илнĕ пурлăх ним шутра та мар-ши хăш-пĕрисемшĕн;

Çемьеллĕ арçынсем пурнăçра хăйсене урăхларах тытни сисĕнет: вĕсем мăшăрĕсене, ачисене пăхаççĕ, укçапа та пĕлсе усă кураççĕ. Авланман çамрăк каччăсемпе арçынсем çинчен ырринех пурин пирки те калаймăн. Уйăхĕ-уйăхĕпе калымсенче пулаççĕ. Ялĕсене таврăнсан пуçланать вара «чăн-чăн пурнăç». Ĕçлесе илнĕ укçана темиçе кун хушшинчех пирус туртса, эрех-сăра ĕçсе е çухатса пĕтереççĕ. Хăйсем тата: «Хĕрсем пирĕн çине пăхмаççĕ, юратмаççĕ», – тесе çÿреççĕ. Çакăн хыççăн мĕнле савмалла-ха вĕсене;

Эрех-сăрапа пирус сывлăха мĕн чухлĕ сиен кÿнине шутлаççĕ-ши вĕсем; Ÿсĕр пуçпа шыва кĕрсе путса вилеççĕ, руль умне ларса аварине лекеççĕ, сигарета сÿнтермесĕр çывăрса кайнипе пушарсем тăваççĕ... Нумай çын шăпи çакăн йышши инкексенче татăлать.

Пурнăç çине ытла çăмăлттаййăн пăхнинче мар-ши сăлтавĕ; Пурнăç çулĕпе утса пыма çăмăл мар. Пуçа уснипе çут хĕвел шевлине кураймăпăр. Пур пысăк ĕç те пĕчĕккинчен пуçланать. Ăна пурнăçлама тытăнмалла кăна. Шанмалла, ĕненмелле, чи кирли вара – пурнăçа юратмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика