Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тÿрленми сурансем

12 июля 2008 г.

Пурин те пурнăç шăпи пĕрешкел мар. Акă Мăн Явăшра çуралса ÿснĕ Зоя Михайловна Михайлованах илер. Ачалăхĕ, ĕçре пиçĕхнисĕр пуçне, нимĕнле асăнмалли йĕр те хăварман. Пĕчĕклех тăлăха тăрса юлнăскер ашшĕпе амăшĕн ăшшине пачах туйман вăл, ачана тивĕçекен ачашлăха тутанса курайман.

Çамрăклăхĕ те вăрçă хыççăнхи çулсенче фермăра ĕçлесе иртнĕ. Тĕрекленсе çитеймен хулпуççийĕсем çине йывăрлăх ытлашшипех тиенни ăс-тăнне те, сывлăхне те сахал мар хавшатнă. Çити-çитми пурнăçпа пурăнса хутла та вĕренеймен.

– Атте-анне хÿттинче ÿснĕ пулсан, тен, чунпа айвантарах çитĕннĕ пулăттăм. Нуша кулачне ытларах çиме тивнĕрен çут тĕнче çине урăхларах пăхма хăнăхрăм, хурапа шурра çамрăклах уйăрса илме вĕрентĕм, – аса илет Зоя Михайлова.

Кун иртет те каç пулать, тенешкел, вăхăт темле асаплă, хĕнлĕ килсен те хăвăрт шăвать. Унăн суранĕсем сипленеççĕ пулин те, çĕввисем сыхланса юлнă-ха. Вăрçă çулĕсенче юхăннă колхоза ура çине тăратассишĕн нумай вăй хунă, Хисеп грамотисемпе тĕрлĕ йышши наградăсене чылай тивĕçнĕ ĕçчен хĕрарăм. «Хисеплĕ Зоя Михайловна Михайлова! Сире Аслă Октябрь уявĕ ячĕпе тата Пĕтĕм Союзри Социализмла ăмăртура аш-какай туса илессипе пысăк çитĕнÿсем тунăшăн кашни тĕп амаран 18-шар çура илсе тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерсе панăшăн чĕререн саламлатпăр. КПСС Вăрнар райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ М.И.Иванов. 1957 çулхи ноябрĕн 7-мĕшĕ.» – тенĕ наградăсенчен пĕринче.

Хисеп грамотисемпе хаклă парнесене кашни çулах тивĕçнĕ вăл. Ĕçĕ те пархатарлă, чыслă пулнă. Çулсерен тĕп амасенчен çурасем чылай илнĕ, çĕршер килограмм таякан сыснасене 500 пуç таранах самăртса панă. Мĕн пур ĕçе алă вăйĕпе тунă. Ăна пулăшса пыракансенчен пĕри Зоя Степановна Павлова пулнă. Вăл та çамрăклах сысна фермине ĕçлеме кĕнĕ те ватлăхри канăва тухичченех хăй вырăнне пăрахса кайман. Иккĕшĕ те сысна çурисем илес енĕпе районти выльăх-чĕрлĕх пăхакансен ăмăртăвĕнче чи малтисем шутланнă.

Вăхăт шăтăк-путăксене питĕрет, сурансене сиплет. Зоя Михайлова çăмăл мар çулпа утса тухнă, анчах чунĕпе хуçăлман, йывăрлăхсене парăнман, пурнăç тилхепине алăран яман.

– Пĕччен ĕмĕрлетĕп пурнăçа. Мăшăр шырама вăхăт тупаймарăм. Ун чухне пĕлтерÿпе паллашасси, унта-кунта тухса çÿресси йăлара пулман, алла паспорт та паман. Хам вăйпа пĕччен кил-çурт çавăртăм, пÿрт лартрăм. Тиркесе тăман – арçын ĕçĕ-и, хĕрарăмăн-и – вăй-хал çеç çиттĕрччĕ, тенĕ. Халĕ вăй-хал куллен хавшаса пынăран чун хурланать, – хăйĕн пурнăçне чылайччен аса илсе ларчĕ кил хуçи хĕрарăмĕ.

Ах, ачалăхпа çамрăклăх! Вĕсене ытла та хăвăрт, ĕçре турткалашса, нушаланса ирттерсе янишĕн, сиссе юлайманнишĕн халĕ те пулин пăшăрханать вăл. Этем тивĕçне-чысне нихçан та вараламан Зоя Михайлова хăйĕн пурнăçне лайăх пурăнса ирттеретĕп тет.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика