Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Финала тухнă

09 июля 2008 г.

Район администрацийĕн пай пуçлăхĕсемпе специалисчĕсене пĕрлештерекен футбол команди – Сергей Павлов, Сергей Политов, Сергей Шуркин, Владимир Федоров, Николай Созонов, Андрей Матвеев, Иван Федоров, Костя Сидоров, Юра Бурмистров – черетлĕ çаврăма та çĕнтерÿпе вĕçленĕ.

Шупашкарти «Спартак» стадионра влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тимлекенсен Спартакиади йĕркипе иртнĕ турнирăн чĕрĕк финалне зонăра мала тухнă 10 команда хутшăннă. Вăрнарсем хăйсен ушкăнĕнче виçĕ вăйă вылянă. Шупашкар район администрацийĕн ĕçченĕсемпе вăййа хамăра майлă 4:1 шутпа вĕçленĕ. Кÿршĕсен хапхине мечĕксене пурне те экономикăпа пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн специалисчĕ Н.Созонов тапса кĕртнĕ.

Шел, канашсене 5:3 шутпа выляса янă. Çапах та тăвайсем вăрнарсене çĕнеймен – пирĕн командăн шутне тепĕр очко çырăннă.

Умра – финал, вăл çак вырсарникун пулать. Район администрацийĕн çамрăкĕсене унта çĕнтерме ăнăçу сунас килет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика