Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Химикатсене тивĕçлĕ упраман

09 июля 2008 г.

Прокуратура сотрудникĕсен тивĕçĕсем анлă, вĕсем тĕрлĕ тытăмсенче тĕрĕслевсем туллин ирттереççĕ. Кăçалхи май-июнь уйăхĕсенче, акă, усă курма чарнă, срокĕ иртсе кайнă е юрăхсăра тухнă пестицидсемпе агрохимикатсен çаврăнăшне мĕнле пурнăçланине тĕрĕсленĕ.

Пĕтĕмлетÿсем çакнашкал: район прокуратури пĕр хутчен кăна мар асăрхаттарнă пулин те, ял хуçалăх предприятийĕсенче ку тĕлĕшпе саккуна пăснă тĕслĕхсем пурпĕрех пур-ха.

Çапла «Правда» ял хуçалăх производство кооперативĕн территорийĕнче (Калинино сали çывăхĕнче вырнаçнă) пестицидсемпе агрохимикатсене ятарлă хранилищĕре упрамаççĕ, химикатсене хума урайне хатĕрлемен, стенан пĕр пайне аркатса çĕмĕрнĕ, хапхисем те çук. Çав вăхăтрах çÿлерех асăннă препарат çĕр çинче сапаланса выртать. Апла пулсан вăл тăпрана лекес хăрушлăх пур.

Çакнашкал çитменлĕхсемех «Искра» ял хуçалăх производство кооперативĕнче те тупăннă.

«Пестицидсемпе агрохимикатсене хăрушсăр тытасси çинчен» федераллă саккунпа тата ку препаратсене упрамалли гигиена правилисемпе килĕшÿллĕн пестицидсемпе агрохимикатсен ятарлă хранилищĕре выртмалла. Вĕсем çынсен сывлăхне тата çутçанталăка сиен кÿрес хăрушлăх пулмалла мар.

Тĕрĕслев кăтартăвĕсем тăрăх район прокуратури «Правда» тата «Искра» хуçалăхсен ертÿçисем тĕлĕшпе административлă йĕркене пăсни çинчен ĕçсем пуçарнă, саккуна пăхăнман тĕслĕхсене пĕтерме хушса вĕсен ячĕпе представленисем тăратнă. Çак тĕллевпех тата район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕн заместительне дисциплинарлă явап тыттарасси пирки район пуçлăхĕ ячĕпе те представлени янă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика