09 июля 2008 г.
Вăрнар район прокуратури кăçалхи май–июнь уйăхĕсенче шкул çулне çитмен ачасен муниципаллă вĕренÿ учрежденийĕсен ĕç-хĕлне тишкернĕ май, çитменлĕхсене сахал мар тупса палăртнă. Сăмахран, тĕрĕслев витĕр тухнă учрежденисенчен чылайăшĕнче ача садне çÿрекенсен шучĕ лицензипе палăртнă квотăран самай пысăкрах (Санарпуçĕнчи «Ивушка», Хапăсри «Сказка», Кÿстÿмĕрти «Ивушка», Вăрманкасри «Петушок», Вăрнарти «Рябинка», «Березка», «Ромашка» тата ытти ача сачĕсем). Пĕтĕмĕшле воспитанниксен йышĕ палăртнинчен иртсе кайнăран ушкăнсенче те ача шучĕ нормăпа кирлĕ чухлинчен нумайрах.
Ача сачĕсемпе ашшĕ-амăшĕсем çырнă килĕшÿсенче çитменлĕхсем тупăннă. Хăш-пĕр тĕслĕхсенче, акă, килĕшÿсене саккун ыйтнă пек хатĕрлемен, вĕсем ашшĕ-амăшĕсен прависене хĕсĕрлеççĕ (Санарпуçĕнчи «Ивушка», Вăрнарти «Рябинка», Кульцаври «Солнышко» тата ытти ача сачĕсем).
Çавăн пекех ĕç саккунлăхне сĕмсĕррĕн пăсса шкул çулне çитмен ачасем çÿрекен вĕренÿ учрежденийĕсенче тимлекенсенчен хăшĕ-пĕрисем (Кÿстÿмĕрти «Ивушка», Малти Ишекри «Солнышко», Çавалкасри «Сеспель», Вăрнарти «Березка» вĕренÿ учрежденийĕсем) обязательнăй медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухман. Сывлăхĕсем мĕнле пулнине кăтартакан медицина пĕтĕмлетĕвĕсем алăра çук пулин те, вĕсене пĕр сăмахсăрах ачасемпе ĕçлеме явăçтарнă.
Санарпуçĕнчи, Хирпуçĕнчи, Кÿстÿмĕрти, Вăрманкасри тата Вăрнарти «Рябинка» ача сачĕсенче, сăмах май, санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвне тивĕçтерессипе çыхăннă саккунсене пăхăнманни те уççăн курăннă.
Саккуна пăсни ахаль иртсе каймасть. Çÿлерех асăннă çитменлĕхсене пĕтерме хушса Вăрнар район прокуратури пĕтĕмпе 13 представлени çырнă, çав шутра – район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕ ячĕпе те. Ача сачĕсен 6 ертÿçине административлă явап тыттарнă.