09 июля 2008 г.
Мăн Явăшри вăтам шкул коллективĕ çитес вĕренÿ çулне хатĕрленсе чылай ĕç пурнăçларĕ. Аслă классенче вĕренекенсемпе учительсем тата техперсонал классене, коридорсене, фойене, актовăй зала, лабораторие сăрласа илемлетрĕç, столовăйне юсаса çĕнĕ тĕс кĕртрĕç. Пур классенче те çĕнĕ парттăсем вырнаçтарса тухрĕç.
Тĕрлĕ предмет пособийĕсемпе оборудование, тĕрлĕ йышши брошюрăсене вуншар пин тенкĕлĕх туянса хунă. Вăтам шкул ачасене çĕнĕ вĕренÿ çулне паян тесен паян йышăнма хатĕр. Кăçал пĕрремĕш класа каякансене 15 ача шута илнĕ.