09 июля 2008 г.
Утă уйăхĕ – выльăх апачĕ хатĕрлемелли хĕрÿ тапхăр. «МТС» ял хуçалăх кооперативĕ нумай çул ÿсекен курăксене пухса кĕртессине куллен вăйлатса пырать.
Утçи тапхăрĕ ăнăçлă иртесси механизаторсен васкавлăхĕнчен, тăрăшулăхĕнчен нумай килет. Утă çулас енĕпе Иван Журавлев чи хастаррисенчен пĕри. Вăл иртен пуçласа каçченех косилкăна тухăçлă ĕçлеттерет. Çулнă курăка паккусласа тата ăна капансем çывăхне тĕксе пырса Александр Петров мала тухрĕ. Владимир Дмитриев хăватлă техникăпа сĕтеклĕ апата çÿле парса тăрать. Ĕç кал-кал пынипе хуçалăх ертÿçи Игорь Мефодьевич Константинов та кăмăллă:
– Кăçал нумай çул ÿсекен курăксене 110 гектар çинчен пухса кĕртмелле. Паянхи кун тĕлне çуррине яхăн çулса типĕтме, ăна капана хывма ĕлкĕртĕмĕр. Эпир утçи тапхăрĕнче фермăсем валли пур йышши сĕтеклĕ апата та çителĕклĕ хатĕрлесе хыватпăр.
Выльăх апачĕсĕр фермăсенчен тупăш илме çук. Çавăнпа кăмашсемпе чăрăшкас-мăратсем, уяр çанталăкпа туллин усă курса, нумай çул ÿсекен курăксене паян-ыран пысăк пахалăхпа пухса кĕртме шантараççĕ, – терĕ вăл.