Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » УРАМСЕНЕ АСФАЛЬТ САРАÇÇĔ

09 июля 2008 г.

Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров Патшалăх Канашне янă «Малашлăхшăн паян ĕçлетпĕр!» Çырăвĕнче çапла каланă: «Министрсен Кабинечĕ умне тĕллев лартатăп: муниципалитетсемпе пĕрле халăх пурăнакан мĕнпур вырăнсен тĕп урам сетьне асфальт сармалли программăна, çак ĕçе те 2015 çул тĕлне вĕçлеме палăртса, туса хатĕрлемелле». Районти хăй тытăмлăх органĕсем çакна тĕпе хурса ĕçлеççĕ.

Шупашкарти çул-йĕр тăвакансен механизациленĕ колонни районти хăй тытăмлăх органĕсен ялĕсене пырса кĕмелли çулсене асфальтлă тĕп çулсемпе çыхăнтарма пулăшать. Чăрăшкас Мăратпа Етруккасси Мăрат ялĕсене, акă, кăçалччен Канаш – Калинино асфальтлă çулпа çыхăнтарманччĕ. Иртнĕ кунсенче çул-йĕр тăвакансем икĕ ялне те асфальт сарса тухрĕç, район центрне тата республикăн тĕп хулине каякан çулсемпе çыхăнтарчĕç. Вĕсем кунпа анчах çырлахмарĕç, Чăрăшкас Мăратри хăш-пĕр урамсене те асфальт сарса пачĕç. Çакăншăн ял халăхĕ çул-йĕр тăвакансене тав тăвать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика