Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Патриот» кăçал та çĕнтерÿçĕ

05 июля 2008 г.

Вăрнар район командисем Сĕнтĕрвăрри районĕнче иртнĕ «Орленокпа» «Зарница» çар вăййисен финалĕнчен пысăк кăмăлпа таврăнчĕç. 2-мĕш вăтам шкул çумĕнчи «Патриот» клуб (ертÿçи – Владимир Малицкий) хăйĕн ушкăнĕнче – пĕрремĕш! Тăватă çулхи историйĕнче çамрăксем республика шайĕнче пĕрре мар палăрчĕç, сывă пурнăç йĕркине пропагандăлассипе, çар службин сумне ÿстерессипе районта, пĕр сăмахсăрах, – лидерсем. Клубра çирĕплĕхпе ÿт-пÿ аталанăвне туптанă каччăсенчен чылайăшĕ халĕ çĕршыври çар училищисенче вĕренеççĕ.

Аçăмçырми шкулĕнче те çарпа патриотизм воспитанийĕ парасси пысăк тимлĕхре. Çар вăййисенче тĕрлĕ блоксенче вĕсем кашни çулах призлă вырăнсене йышăнаççĕ. Икĕ Владимир Петров хатĕрленĕ команда «Орленоксен» ушкăнĕнче республикăра кăçал тăваттăмĕш вырăн йышăннă, бронза медале 3 очко çитеймен.

29-мĕш училищĕре вĕренекенсемшĕн те çар вăййисем – йăлари ăмăртусем. Валерий Яковлевăн командин спорт енчĕкĕнче çĕнтерÿсем чылай. Кăçал вăл тепĕр наградăпа – кĕмĕл медальпе – пуянланнă.

Тăватă куна пынă ăмăртусемпе конкурссене Чăваш енри 60 команда – пин ытла çамрăк – хутшăннă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика