05 июля 2008 г.

Предприяти аталанăвĕ ĕç çыннисен тăрăшулăхĕнчен чылай килет. Пĕтĕм тĕнчери коопераци кунĕ умĕн Вăрнар райпо канашĕ те мал опытлисене, пултаруллисене палăртрĕ, тÿрĕ кăмăлпа тимлекенсене тĕрлĕ шайри наградăсемпе чысларĕ.
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине акă «Огонек» ресторан поварĕ Мальвина Савельева тивĕçнĕ. Райпо системинче вăл чĕрĕк ĕмĕр, коллективра ырă ятра.
Вероника Данилова тĕп бухгалтера, «Круглосуточный» магазин заведующине Людмила Иванована тата Надежда Кочановапа Зинаида Иванова сутуçăсене, буфет заведующине Нина Убакована, райпо правлени председательне Роза Сидорована «Раççей потребкооперацинче тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн» паллăсемпе чысланă. Раççей Центросоюзĕн Хисеп грамотисемпе – Нина Порфирьева бухгалтера, Çĕрпелти лавкка сутуçине Вера Васильевана, «Огонек» ресторан официанткине Галина Зайцевана тата çăкăр завочĕн мастерне Валентина Авруйскаяна.
Район администрацийĕн грамотисене тивĕçнисем виççĕн: Кив Шуртанти лавкка заведующийĕ Ирина Александрова, Надежда Иванова завсклад тата çăкăр завочĕн пекарĕ Зоя Киселева.
Райпо системин чечекленĕвĕшĕн нумай çул хушши улшăнмасăр ырми-канми ĕçленĕшĕн чылаййăн çавăн пекех ытти грамотăсене те тивĕçнĕ.
Сăн ÿкерчĕкре: Вăрнар райпо Канашĕн председателĕ В.Федоров «Огонек» ресторан ĕçченĕсемпе М.Савельевапа (сылтăмри) тата Г.Зайцевапа.