19 июня 2008 г.
Инвалидсен пĕтĕм Раççейри обществи йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалласа ирттернĕ спорт ăмăртăвĕсене Калининăри психикăпа неврологи интернатĕнче пурăнакан-сипленекенсем активлă хутшăнчĕç.
Тупăшу пуçланиччен вĕсем куракансене юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Ăмăртура та интернат команди чи маттуррисен йышĕнче пулчĕ: калининăсем шашкăлла тата шахматла выляса, дартс енĕпе тупăшса пьедесталăн кашни картлашки çинех хăпарма тивĕçрĕç.
Ăмăртупа пĕрлех ал ĕçĕсен куравне те йĕркеленĕ. Интернатра пурăнакан-сипленекенсем хăйсен ăсталăхне пуренлĕн кăтартрĕç, вĕсен ĕçĕсем 1-мĕшпе 2-мĕш вырăнсене йышăнчĕç.