19 июня 2008 г.
Çу пуçламăшĕн кунĕсенче республикăн тĕп хулинче Халăхсем хушшинчи патриотлăх туйăмне аталантаракан «Атăл чиккинче» I кинофестиваль çиçĕмле хăвăртлăхпа иртрĕ. Кино ÿкерес ĕç пирĕншĕн çĕнĕлĕх мар, хамăрăн та «Чăвашкино» студи ăнăçлă ĕçленĕ. Ăна И.С.Максимов–Кошкинский режиссер, сценарист, актер йĕркеленĕ. Иоаким Степанович çуралнăранпа кăçал 115 çул çитĕ, унăн мăшăрĕн, пулăшаканĕн, пирĕн пĕрремĕш киноактрисăн Тани Юнăн 105 çулхи юбилейĕ пулчĕ.
Ю.Н.Озеров ячĕллĕ кинофестиваль те пирĕн патра хăйĕн пуçламăш утăмĕсене турĕ. Çавăнпа та «Атăл чиккинче» кинофестивале хапăлласах кĕтсе илтĕмĕр тесен те йăнăш мар.
Çак уява асамлăхпа танлаштарас килет. Тĕнчери, Раççейри паллă актерсем, режиссерсем пулчĕç, мастер-классем ирттерчĕç, халăхпа курнăçрĕç: кинематографа пулăшакан тата аталантаракан «Синемолайф» фонд президенчĕ О.Г.Урюмцев, Раççей халăх артисчĕсем Л.И.Хитяева, Ю.В.Назаров, А.А.Васильев, В.А.Литвинов тата ыттисем те.
Кинофестиваль программи пуян: илемлĕ тата документаллă фильмсен конкурсĕнче 10-шар тата ача-пăча валли 4 кинокартина, кунсăр пуçне Красногорскри кинофотодокументсен архивĕн 2 фильмĕ, конкурс тулашĕнчи 4 кинофильм пулчĕ. Унăн тĕп тĕллевĕсем: илемлĕ тата документлă фильмсене аталанма пулăшасси, тĕрлĕ халăх кинематографисчĕсен хушшинчи çыхăнусене çирĕплетесси, çамрăксенче патриот тата кăмăл-сиплет туйăмĕсене «чĕртсе» ярасси. Пур кинофильма та ыр кăмăллăха тĕпе хурса кăтартрĕç. Республикăри чи пысăк кинотеатрти – «Çеçпĕлти» – 800 вырăнлă пысăк зал фильм курма кăмăл тунисене пурне те йышăнаймарĕ те.
Кашни ĕç хăйне евĕрлĕ, чуна тыткăнлать, ырă туйăм çуратать. Кинофестиваль килĕшнине, вăл кирлине куракансем те, мероприятие йĕркелекенсем те палăртрĕç. Раççей халăх артисчĕ Юрий Назаров уявра кăтартнă фильмсенче патриотлăха курманнине асăннă. Апла ĕç вĕçленмен-ха, кинофестивале татах аталантармалла, фильмсене тиркевлĕрех суйламалла.
Халăхсен хушшинче патриотлăх туйăмне аталантаракан «Атăл чиккинче» II кинофестиваль те пирĕн патрах иртĕ. Çитес çулхи фестивальпе бизнес тытăмĕсен, ют çĕршывсен представителĕсем, уйрăмах Серби, кăсăкланма тытăннă ĕнтĕ.
Кинофестиваль пирки калаçнă май хамăрăн киностуди çукки пирки пăшăрханса шухăшлатăп. Олег Урюмцев режиссер Шупашкар валли ятарлă кино проекчĕ хатĕррине те асăннăччĕ. Чăн малтан мĕн кирлĕ; Студи. Шăпах вăл пирĕн çук та. Студи пулсан аппаратура илсе килме шантарчĕ вăл.
ЧР Президенчĕ Н.В.Федоров кинофестиваль пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх ирттернĕ ларура республикăра кино искусствине аталантармаллине палăртнă, Никита Бичурин (Иакинф атте) пурнăçĕ çинчен илемлĕ фильм ÿкерме сценари ыйтăвĕн конкурсне ирттерме сĕннĕ. Чăн та, пултаруллă, мухтава тивĕç ентеш йышлă пирĕн. Вĕсем пирки ятарлă кинофильмсем ÿкермеллех. Кунта тĕнчекурăм, менталитет, йăла-йĕрке уйрăмлăхĕ сăнланасси куç кĕрет. Фильмсене ятарлă киностудире ÿкерсен вĕсен шайĕ самай çÿллĕрех пулĕ.
Çитес кинофестивальсенче хамăрăн фильмсене кăтартни пире сăвап кăна кÿрĕ.