19 июня 2008 г.
Шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕ кăçалхи январь–май уйăхĕсенче преступленисем туни е саккуна пăснă ытти тĕслĕхсем çинчен пĕлтернине йышăннă тата регистрациленĕ, ыйтусене татса панă чухне саккуна пăхăнассине çирĕплетессипе тĕллевлĕ ĕçленĕ. Учетпа регистраци дисциплинине çирĕплетессипе çыхăннă ыйтусене пай пуçлăхĕ çумĕнчи оперативлă канашлусенче 4 хутчен, учета туллин пурнăçласа пынине тĕрĕслекен комисси 5 хутчен пăхса тухнă. Асăннă тапхăрта учетпа регистраци дисциплини тата статистика ĕçĕ тĕлĕшпе 28 тĕрĕслев ирттернĕ, çав шутран 15-шне – район прокуратури, 12-шне – криминаллă милици тата обществăлла хăрушсăрлăх милицийĕн пуçлăхĕсем хăйсем енчен, пĕрне – штаб уйрăмĕсем.
РФ Шалти ĕçсен министерствин хушăвне пурнăçласа тата шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕн пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн, преступленисем туни çинчен пĕлтернисене йышăнассипе, тĕрĕслессипе тата татса парассипе çыхăннă тивĕçсене ятарлă должноçри çынсене шаннă. Шалти ĕçсен пайĕнче дежурнăй чаç умĕнче РФ уголовлă процесс кодексĕн положенийĕсенчен çырса илнине; преступленисем çинчен пĕлтернине йышăнмалли йĕркене; пĕлтернисене йышăннипе е вĕсене йышăнма килĕшменнипе çыхăннă ĕçсем пирки çăхав пама май пур должноçри çынсен телефон номерĕсене тата адресĕсене; граждансен çăхавĕсене ямалли ещĕк вырнаçтарнă.
Каласа хăвармалла, шалти ĕçсен районти пайĕнче учетпа регистраци дисциплинине мĕнле йĕркеленине тĕрĕслекен ятарлă комисси туса хунă. Комисси членĕсем хăйсене шаннă тивĕçсемпе туллин паллашнă, вĕсене çирĕп пурнăçласа пыраççĕ. Тĕрĕслевсем ирттерме тивĕçлĕ предприятисемпе организацисене пурне те официаллă майпа ыйтса çырса янă. Преступленисене шута илессинчен пытарса хăварнă тĕслĕхсене тупса палăртас тĕллевпе документсене тата информаци килме пултаракан çăлкуçсене пĕрле тĕрĕсленĕ. Асăннă мероприятисем вăхăтĕнче кăçалхи 5 уйăхра çакнашкал 7 тĕслĕх тупăннă. Сăмах май, енчен те граждансен учетпа регистраци дисциплини тĕлĕшпе ыйтусем тухрĕç-тĕк, 2-18-25 номерпе шăнкăравлама сĕнетпĕр.
Кăçал январь–май уйăхĕсенче, сăмахран, 802 заявленипе пĕлтернине шута илнĕ. 5 уйăхра 139 материал тăрăх уголовлă ĕç пуçарнă.
Милици сотрудникĕсем материалсене йышăнса пăхса тухассипе аван тимленине палăртмалла. Вăхăтпа илес пулсан, виçĕ талăк хушшинче 356 материала татса пама пултарнă, вунă кунчченхи тапхăрта 188-шне пăхса тухнă.