Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Медицина ĕçченĕсене пысăк чыс та хисеп

19 июня 2008 г.

«Вăрнар район тĕп больници» сывлăх сыхлавĕн муниципаллă учрежденийĕ йĕркеленнĕренпе 80 çул çитрĕ. Çавна май сывлăх хуралĕнче хальхи вăхăтра тăракансем те, тивĕçлĕ канăва кайнисем те çĕртме уйăхĕн 11-мĕшĕнче Вăрнарти культура çуртне уяв ирттерме пухăнчĕç.

Праçнике савăнăçлă лару-тăрура Вăрнар район тĕп больницин тĕп врачĕ Ольга Михайловна Казакова уçрĕ, сиплев учрежденийĕн историйĕпе паллаштарчĕ, «Сывлăх» наци проектне пурнăçа кĕртессипе тимлеме тытăннăранпа çынсене медицина пулăшăвĕ парасси самаях лайăхланнине палăртрĕ.

Район пуçлăхĕ А.Кузьмин сумлă юбилейпа тата Медицина ĕçченĕн кунĕ ячĕпе сывлăх сыхлавĕнче тăрăшакансене ăшшăн саламларĕ.

– Сывлăх – чи кирлĕ пуянлăх. Сывă нацин кăна пуласлăх пур. Çынна сиплени, чир-чĕр ересрен профилактика мероприятийĕсем тухăçлă ирттерни – пархатарлă ĕç... – терĕ Анатолий Иванович. А.Кузьмин медицинăра хастар тимлекенсене район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе чысларĕ. Сывлăх сыхлавне аталантарас ĕçе район администрацийĕ те хăйĕн тÿпине хывма тăрăшни яр уççăнах курăнать. А.Кузьмин сиплев учрежденине 4 холодильник парнелерĕ. ЧР медицина ĕçченĕсен профсоюзĕн председателĕ В.Федоров та сивĕткĕч пачĕ, О.Казакована, Е.Спиридонована, С.Титована, И.Порфирьевана, ыттисене профсоюзăн Хисеп грамотипе чысларĕ.

Нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хуракансем ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăраççĕ. Врач-ветерансем – В.Ананьев, Н.Курманина, В.Краснов, М.Ягушов – сăмах илнĕ май тухăçлă технологисене, çĕнĕ оборудование ĕçе кĕртсе пынăран районта медицина пулăшăвĕпе тивĕçтересси тата унăн пахалăхĕ ÿснине каларĕç. Медицинăра кăтартуллă тимлесе тивĕçлĕ канăва кайнисене – Н.Иванова, В.Кожанова, И.Пыркова, Р.Тихонована тата ыттисене – ырăпа аса илчĕç. Паянхи кун çут тĕнчере çуккисене вара сума суса уява килнисем пурте ура çинче пĕр минут шăп тăчĕç.

Кашни çыннăн хăйĕн тайăнĕ теççĕ. Кăмăл туртнипе профессие суйласа илнисем ĕçре телей кăна тупаççĕ. Ахăртнех, çавăнпа вĕсене чун-чĕререн хисеплеççĕ. Акă трибуна умне район больницинче тĕп врачра 21 çул каялла тимленĕ Григорий Сергеевич Елизаров тухсан залра ларакансем нумайччен алă çупрĕç. Ятлă-сумлă тухтăр Вăрнар район тĕп больницинче пысăк улшăнусем пулса иртнине кăмăллăн палăртрĕ, хăй ĕçленĕ вăхăта аса илчĕ...

Хăйсен тивĕçне чыслăн пурнăçлакан шур халатлă ĕçченсем пациентсен сывлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшаççĕ. Чун ăшшиллĕ, ырă кăмăллă врача, фельдшера, медсестрана эпир Турă вырăнне хуратпăр.

– Медицинăра вăй хуракансен ĕçĕ – питĕ кăткăс, йывăр. Апла пулин те çак пархатарлă профессие алла илес текенсен йышĕ ÿссе пырать, – терĕ ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн заместителĕ И.Лисенкова. Унăн парни – 250 пин тенкĕ тăракан медицина оборудованийĕ – сиплев ĕçне лайăхлатма пулăшĕ. И.Лисенкова нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин Хисеп грамотипе О.Казакована, В.Степанована, С.Афанасьевана, Р.Прокопьевана, Л.Вотякована чысларĕ.

Çамрăк ăру мĕн пĕчĕкрен сывлăхлă ÿстĕр тесе ача-пăча консультацийĕ тĕллевлĕ ĕçлет. «Сывă ачан кабинечĕ çÿллĕ шайри ĕçĕпе республикăра чи лайăххисен шутĕнче», – пĕлтерчĕ ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн заместителĕ. Вăл васкавлă медицина пулăшăвĕн фельдшерĕн В.Спиридоновăн ĕçри пултарулăхĕ, тăрăшулăхĕ пысăк пулнине те палăртрĕ, республикăри конкурсра палăрнăшăн ăна дипломпа хаклă парне пачĕ.

Гиппократ тупине ялан асра тытакансем ĕçре анчах мар, спортра та маттур. Вĕсем Вăрнар район тĕп больници йĕркеленнĕренпе 80 çул çитнине халалланă спорт мероприятине хастаррăн хутшăннă. Эстафетăра 11 команда тупăшнă. Пĕрремĕш вырăна больницăн администрацийĕнче, иккĕмĕшне – поликлиникăра, виççĕмĕшне – ялти фельдшерпа-акушер пункчĕсенче тăрăшакансем йышăннă. Район тĕп больницин тĕп врачĕ О.Казакова ăмăртăва хутшăннисене пурне те тав турĕ.

Уявра саламлакансем нумаййăн пулчĕç.

Юлашкинчен медицина ĕçченĕсем Шупашкарти «Çавал» ансамблĕн концертне курса савăнчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика