19 июня 2008 г.
Республика кунне уявласси йăлана çирĕп кĕрсе вырнаçрĕ. Юлашки çулсенче ăна тĕп хулара çеç мар, районсемпе ялсенче те паллă тăваççĕ. Кăçал çак хисепе йĕпреçсемпе муркашсем тивĕçнĕ. Хатĕрленÿ ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Çакна муркашсен тĕслĕхĕпе те çирĕплетме пулать. Муркаш ялĕ аслă стройкăна аса илтерет. Пĕрисем чечек лартаççĕ, иккĕмĕшĕсем картасене сăрлаççĕ, çурт-йĕре юсаççĕ, виççĕмĕшсем тĕп мероприятисем иртекен лапама тикĕслесе тирпейлеççĕ, сцена тăваççĕ тата ытти те.
Тĕп мероприятисем Муркашра çĕртме уйăхĕн 23–24-мĕшĕсенче пулмалла, ыттисем – 6 ял тăрăхĕнче. Çĕртмен 20-мĕшĕнчех хăнасем пулĕç.
Республика кунĕнче темиçе объект уçма палăртнă. Вĕсенчен пĕри – пĕтĕмĕшле врач практикин уйрăмĕ. Вăл Шетмĕпуç врач амбулаторийĕнче никĕсленнĕ. Çурта тĕпрен юсанă, оборудовани туяннă.
Çатракасси тăрăхне кĕрекен Кашмаш ялĕнче тĕслĕх культура çурчĕ уçăлĕ.
Уяв кунĕсенчех «Çеçпĕл» АХОра çурма прицепсем хатĕрлекен цех уçма палăртнă. Район центрĕнче физкультурăпа спорт комплексĕ хута кайни те кунта пурăнакансемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хальхи вăхăтра строительсем юлашки ĕçсене пурнăçлаççĕ.
Мăн Сĕнтĕр – Ильинка – Апчар ялсене çыхăнтаракан автоçула, çавăн пекех Мăн Сĕнтĕрпе Шашкарвăрри пристаньне çыхăнтаракан çула уçни те районта пурăнакансемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Çĕртмен 23-мĕшĕнче кунта республика шайĕпе авиамодель спорчĕн ăмăртăвне йĕркелеме палăртнă. Картингистсем те хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Уяв программинче Раççей Геройĕн Евгений Борисовăн парнисене çĕнсе илессишĕн мини-футбол енĕпе пĕррмĕш ăмăрту иртĕ. Шупашкарти лаша спорчĕн шкулĕнче вĕренекенсем те хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарĕç.
Муркашсем халăх пултарулăхĕн Пĕтĕм Раççейри «Раççей çăл куçĕсем» XVI фестивалĕн хăнисене те кĕтсе илме хатĕрленеççĕ. Уяв кунĕнче кунта пурĕ 8 регионти тата республикăри 5 районпа хулари юрă-ташă ăстисем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарĕç. Муркашсем хăйсем те пăрăнса юлмĕç. «Халăх» ята тивĕçнĕ 9 коллектив хутшăнĕ унта.
Республика кунĕнче Муркашра, районти ялсенче иртекен мероприятисем татах пур. Кашнийĕ кăсăклă, нумайлăха асра юлмалла пултăр тесе тăрăшаççĕ ăна йĕркелекенĕсем.