Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВĂРНАР ÇИЙĔН ПРАВОСЛАВИ ХĔРЕСĔ ÇУТАЛМА ТЫТĂНЧĔ

19 июня 2008 г.

ВĂРНАР ÇИЙĔН ПРАВОСЛАВИ ХĔРЕСĔ ÇУТАЛМА ТЫТĂНЧĔ

Иртнĕ кĕçнерникун, июнĕн 12-мĕшĕнче, Вăрнарта ĕмĕр асра юлмалли паллă ĕç пулса иртрĕ – вунă çул ытла хĕнпе-асаппа çĕкленекен чиркĕвĕн ылтăн тĕспе çуталакан хĕресĕпе куполне вырнаçтарчĕç. Çакă, ÿстермесĕрех калăпăр, Турра ĕненекенсемшĕн чăннипех пысăк уяв.

Ирхи ятарлă кĕлĕ вĕçленнĕ хыççăн пурте çĕнĕрен çĕкленекен чиркÿ патне пухăнчĕç. Купола туса хатĕрленĕ Етĕрне ăстаçисем, «Август» фирмăн Вăрнарти филиалĕн автотранспорт цехĕн пуçлăхĕ Л.Галкин, «Като» автокран машинисчĕ А.Ефремов, «Вурнарская» МСО мастерĕ В.Васильев сăваплă ĕçе пуçăнма хатĕр. Йĕрке тăрăх, малтан округ Благочиннăйĕ Калинино чиркĕвĕн настоятелĕ Сергий атте тата Вăрнар чиркĕвĕн настоятелĕ Александр атте хĕреспе купол ячĕпе кĕлĕ ирттерчĕç, çветтуй шывпа сирпĕтрĕç.

– Паян Турра ĕненекенсемшĕн пысăк савăнăç, – терĕ Сергий атте. – Православи хĕресĕпе купола хăпартса вырнаçтарни Вăрнар чиркĕвне туса хута ярас ĕçе хăвăртлатма хавхалантарĕ. Юлашки виçĕ çул хушшинче, настоятельте Александр атте тимлеме тытăннăранпа, кунта чăннипех курăмлă ĕçсем пурнăçлама май килчĕ.

Чи яваплă саманта пурте чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Вăрнар химикĕсен хăватлă автокранĕ мăнаçлă хĕреспе купола ерипен çĕклеме тытăнчĕ. Кĕçех вĕсем храм тăррине, вунултă метр çÿллĕшне, вырнаçса лараççĕ. Етĕрнерен килнĕ ăстаçăсем купола çирĕплетессипе ĕçе пикенеççĕ. Çапла, Вăрнар çийĕн православи хĕресĕ ĕмĕрлĕх çуталма тытăнчĕ.

Хĕреспе купола хăпартнă çĕре Вăрнар чиркĕвне çĕклес ĕçе пысăк тÿпе хывакан коллективсен – Вăрнарти аш-какай комбиначĕпе «Вурнарская» МСО – пуçлăхĕсем Ю.Поповпа И.Сандомиров та килнĕ. Сăмах май каласан, Иван Александрович ертсе пыракан строительсем паян-ыранах чиркÿ тăррине (чан çакмалли вырăна) тата вунпĕр метр çÿллĕш хăпартма тытăнаççĕ. Çавăн пекех «Август» фирмăн Вăрнарти филиалĕ те (директорĕ В.Свешников, унăн заместителĕ Д.Обухов) чиркÿ тума пулăшнине палăртмалла. Хальхинче те хĕреспе купола тÿлевсĕр çĕклесе вырнаçтарнă.

Чиркÿ настоятелĕ Александр атте пĕлтернĕ тăрăх, хĕреспе купола хатĕрлеттерме 420 пин тенкĕ тăкакланă. Çакна пĕлтермелле: строительство ĕçĕсене, тĕпрен илсен, чиркÿ прихучĕн укçи-тенкипе пурнăçлаççĕ.

Питĕ шел, хĕреспе купола вырнаçтарнă çĕре çĕр çын ытларах кăна килчĕ. Тĕрĕссипе, темиçе пинĕн хутшăнмаллаччĕ. Çав кун халăх ерçеймерĕ пулас – пасарта суту-илÿ речĕсенче хĕвĕшрĕ...

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика