Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хисеп грамотисемпе чыслана

11 июня 2008 г.

 

Вырсарникун, июнĕн 8-мĕшĕнче, Раççейри социаллă сферăра тимлекенсем хăйсен професси уявне – социаллă ĕçчен кунне – паллă турĕç. Хÿтлĕхсĕр çынсене пулăшакансем, вĕсен пурнăçне ырăлăхпа канăçлăх кĕртекенсем хăйсем саламсем, тав сăмахĕсем чылай йышăнчĕç.

Праçнике халалланă пуху Калининăри психикăпа неврологи интернатĕнче те июнĕн 9-мĕшĕнче савăнăçлă лару-тăрура иртнĕ. Çăмăл мар ĕçре уйрăмах палăрнисене уявра республика, район шайĕнчи наградăсемпе чысланă. Социаллă хÿтлĕх тытăмĕнче чылай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн тата уяв ячĕпе, акă, Калининăри психикăпа неврологи интерначĕн медицина сестри Галина Николаевна Петрова тата Римма Никифоровна Сергеева шеф-повар ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин Хисеп грамотине тивĕçнĕ. Çавăн пекех Светлана Михайловна Васькова бухгалтер-кассир тата Валерий Михайлович Петров комендант министерствăн Тав хутне илнĕ. Лайăх ĕçшĕн интернат администрацийĕн грамотисене тивĕçнисем: М.Капитонова врач-психиатр, Л.Аршуткин санитар, Е.Никитина медицина сестри, М.Павлова ĕç инструкторĕ, А.Александрова санитарка.

Пуху вĕçленнĕ хыççăн уяв малаллах тăсăлнă: интернатра ĕçлекенсем кунта пурăнакан-сипленекенсемпе пĕрлехи вăйпа «Дом, в котором уютно всем» спектакль лартса панă. Спорта юратакансен те тунсăхлама вăхăт пулман: вĕсем тĕрлĕ ăмăртусенче вăй виçнĕ, чи маттурине палăртассишĕн пĕр-пĕринпе тупăшнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика