11 июня 2008 г.
«Çĕнтерÿ çулĕн» кашни номерне чăтăмсăррăн кĕтетпĕр», – тесе калаççĕ час-часах хаçатăн чăн-чăн тусĕсем. Паллах, этеме пурнăçра чун «çăкăрĕ» те питĕ кирлине ăнланакансем пурри савăнтарать. Вулакансемпе çыхăнăва тачăрах çирĕплетме редакци коллективĕ кашни çур çулта лотерея вылявĕ ирттерет. Парнесене тивĕçнисенчен чылайăшĕ район хаçатне кашни çулах илсе тăнине палăртмалла.
– «Çĕнтерÿ çулĕ» – пирĕн килте кĕтнĕ хăна. Тоня мăшăрăмпа статьясене кăмăлласа вулатпăр, пĕрле сÿтсе яватпăр. Ачасем те хаçат-журналпа, кĕнекепе туслă пулччăр тесе ĕмĕтленетпĕр, – пĕлтерчĕ «Хорнзор» кооперативра тăрăшакан Леонид Михайлович Кондратьев. – Кăçалхи çу уйăхĕнче хама икĕ хут телейлĕ туйрăм: виççĕмĕш ача – ывăл – çуралчĕ, район хаçачĕ ирттернĕ лотерея вылявне хутшăнса парнене тивĕçрĕм.
Çамрăксем те район хаçачĕ пирки ыррине кăна каланине илтетĕн. Хурăнсур Çармăсри Елена Ивановапа ĕнесене машинăпа сăвакан операторсемпе техник-осеменаторсен ăмăртăвĕнче паллашрăм. Вăл, ял хуçалăх техникумĕнче пĕлÿ пухаканскер, ачаранпах «Çĕнтерÿ çулне» юратса вулать иккен.
– Район хаçачĕ пурнăç таппипе тан пырать. Унта кăсăклă материалсем нумай пичетленеççĕ. Килте «Çĕнтерÿ çулĕн» архивĕ те пур, – терĕ Лена.
«Çĕнтерÿ çулĕпе» туслă пулни студентсене вĕренÿре те пулăшать. Акă Вăрнар хĕрĕсем – И.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи журналистика факультетĕнчен кăçал вĕренсе тухакан Анжела Ефремовăпа Ирина Илларионова – район хаçачĕн историйĕ, паянхи пурнăçĕ çинчен диплом ĕçĕсем çырчĕç.