07 июня 2008 г.
Шупашкарта халăхсен хушшинчи патриотлăх туйăмне аталантаракан «Атăл чиккинче» I кинофестивалĕн программи пуян: илемлĕ тата документлă фильмсен конкурсĕсенче 10-шар тата ача-пăча валли 4 картина, кунсăр пуçне ретроспектива «Освобождение» программа 5, Красногорскри кинофотодокументсен архивĕн 2 фильмĕ, конкурс «тулашĕнчи» 4 кинофильм.
Кашни фильм хăйне евĕрлĕ, чуна тыткăнлать, ырă туйăм çуратать. Акă Белоруçра ÿкернĕ «Чаклун тата Румбăра» çынпа йытă хушшинчи туслăха сăнланă. Федор Чаклун саперпа Румба овчарка Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче вилĕмрен пĕр-пĕрне темиçе те çăлнă. Çак фильм вăрçа мар, çынсен кăмăлне ытларах кăтартать. Вăл этемĕн чи таса туйăмĕсене çиеле тухма «пулăшать... »
Кунта ÿкерĕннĕ Игорь Васильев та Шупашкара килнĕ. Вăл кинематографипе çыхăннă çынсемшĕн фестивальсем пысăк пĕлтерĕшлине палăртрĕ: «Эпир кинона вăя, вăхăта, юратăва, хăш-пĕр чухне сывлăха та паратпăр», – терĕ вăл. О.Фомин режиссер-постановщик, В.Синагинский оператор-постановщик, Ю.Обухов продюсер лартнă «Господа офицеры. Спасти императора» кинофильм премьеринче залра пушă вырăн çукчĕ. Кунта шурă офицерсем II Николай император çемйине çăлма тăрăшнине кăтартнă. Хĕрлисем вĕсене тытас тĕллевпе тĕрлĕ ĕç ирттереççĕ, «юлташсемех» тăшмансене сутаççĕ...
Фильм вĕçленсен Раççей халăх артисчĕ Павел Винник сăмах илчĕ. «Манăн чăн малтан вăрçă хирĕ витĕр тухнă Ю.Озерова тав сăмахĕ калас килет. Унăн фильмĕсенчи çапăçу таса, тивĕçлĕ, никама та пăхăнмаççĕ. Залра ларакансемшĕн пирĕн çĕршыв пуласлăхĕ пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн вăхăтри çынсем каяççĕ ĕнтĕ... Тĕрлĕ вăрçа хутшăннисем, выçлăх çулĕсене чăтса ирттернисем, çĕнтерÿ ăрăвĕнчи çынсем. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра Иккĕмĕш тĕнче вăрçи пуçланчĕ. Тепĕр икĕ çултан, ун чухне 16-раччĕ, алла пăшал тытса çапăçу хирне кайрăм. Аслă çултисем манран пăрăнмарĕç. Вăрçă вĕçленичченех пĕр çулпа утрăмăр. Ăса вĕрентрĕç мана. Çак ăру çыннисен ят-шывĕ вилĕмсĕр, вĕсем – халăх пуянлăхĕ... Вăл вăхăтри тăхлан шăрши паян та упранать. Вăрçа ылханатăп!» – терĕ Павел Борисович. Залри халăх унпа килĕшсе ура çине тăрса тăвăллăн алă çупрĕ.