07 июня 2008 г.
Нумаях пулмасть тĕп хуламăрта – шурă Шупашкарта – таврапĕлÿçĕсен съезчĕ пулса иртрĕ. Эпĕ те хутшăнтăм унта.
Таврапĕлÿçĕсен пултаруллă ертÿçи пулнă, халĕ И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн доценчĕ В.П.Никитин (Станьял) хăйĕн докладĕнче юлашки виçĕ çулта тăван тăрăха тĕпчесе чăваш халăхĕн чăннипех пултаруллă паттăрĕсем çинчен çырнă пичет материалĕсемпе паллаштарчĕ; канăçа çухатса истори, культура çинчен çырнă краеведсене палăртрĕ, тĕрлĕ премисемпе чысларĕ.
Пирĕн Вăрнар район энциклопедийĕ М.П.Тинехпи ячĕллĕ диплома тивĕçрĕ. Ăна чăваш халăхĕн авалхи историне тĕпчесе çырнă ĕçсемшĕн, халăх, республика, область, район историйĕсемшĕн параççĕ.