07 июня 2008 г.
Юнкунхи, май уйăхĕн 4-мĕшĕнчи, каçхине шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕн «Шырав» ушкăнĕ Кивçурт Енĕш ялĕ вĕçĕнчи уйра хура-ула вăкăра çавăтса пыракан арçынна тытса чарнă. Каярах палăртнă тăрăх, çулталăкри вăкăра хуçи Р. ял çывăхĕнчи уя кăкарнă пулнă иккен. Красноармейски районĕнче пурăнакан В. ăна вăрласа кайма хăтланнă, анчах киревсĕр ĕçе вĕçне çитереймен – милици сотрудникĕсем «чăрмантарнă».
Ытларикунхи, май уйăхĕн 3-мĕшĕнчи, каçхине Калининăри ятарлă коррекци шкул-интерначĕн çурчĕ çывăхĕнче çавăн пекех «Шырав» ушкăн 8-мĕш класра вĕренекен М.-на тытса чарнă, унăн аллинче «LD» сигарет блокĕ пулнă. Йĕрке хуралçисем çула çитмен çамрăк аллине сигарет блокĕ мĕнле майпа лекнине çийĕнчех палăртнă. Арçын ача май уйăхĕн 26-мĕшĕнче 22 сехет тĕлĕнче Калининăри столовăй çуртне саккунсăр майпа кĕнĕ иккен, сутă сĕтелĕ çинчен «Клинское», «Кулер», «Арсенальное» сăра кĕленчисем, сигарет блокĕ, чăмлаксем, аш кукăлĕсем илсе тухнă.
Май уйăхĕн 24-мĕшĕ умĕнхи каçхине «Янгорчино» хуçалăхăн сĕт-çу фермин ĕне витин коридорĕнчен икĕ фляга «ураланнă». Вĕсене Вăрнарти тĕп больница валли сĕт турттарса кайма илсе килнĕ пулнă, асăрхаса тăмасăрах лартса хăварнă. Такам çак меллĕ самантпа усă курнă та – флягăсене вăрттăн йăтса кайнă.
Майăн 25 – 26-мĕшĕсенче вăрă Пăртасри Ф.-н кил-çуртне ирĕклĕнех кĕрсе тухнă, хĕрарăмăнне куртка кĕсйинчен 3 пин тенкĕ йăкăртнă.