Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрнар район тĕп больници – 80 çулта

07 июня 2008 г.

Вăрнар район тĕп больници – 80 çулта

Пурнăçра чи хакли мĕн тесе ыйтсан кашни çын пуç ватмасăрах хуравлĕ: «Сывлăх». Ăна сутăн илме çук. Çавăнпа чирлесен вăхăтра сипленмелле. Ку тĕлĕшпе «Вăрнар район тĕп больници» сывлăх сыхлавĕн муниципаллă учрежденийĕ яланах пулăшма хатĕр. Сиплев учрежденийĕ йĕркеленнĕренпе нумаях пулмасть 80 çул çитрĕ. Çак вăхăтра медицина ĕçченĕсем пин-пин çынна чир-чĕртен сыватнă, «иккĕмĕш» пурнăç парнеленĕ. Сывлăх хуралĕнче тăракансен ĕçĕ сăваплă. Вĕсен кирек мĕнле лару-тăрура та Гиппократ тупине асра тытмалла.

Медицина пулăшăвĕн

пахалăхĕ ÿсрĕ

«Вăрнар район тĕп больници» сывлăх сыхлавĕн муниципаллă учрежденийĕн тытăмне кĕрекен тĕп район больници, поликлиникăпа пĕрле, Калининăри участок больници, Кульцаври ял амбулаторийĕ, пĕтĕмĕшле врач практикин 7 уйрăмĕ, 41 фельдшерпа акушер пункчĕ пурĕ 40 пин ытла çыннăн сывлăхне тĕрĕслесе, пăхса-асăрхаса тăраççĕ. 69 врачран 4-шĕ аслă категориллĕ, 21-шĕн – пĕрремĕш, 16-шĕн иккĕмĕш квалификациллĕ категорисем. Вăтам сыпăкри 282 медицина ĕçченĕнчен 56 проценчĕ хăйсен пĕлĕвне ÿстерессипе хытах тăрăшнă: 31-шĕн – аслă, 113-шĕн – пĕрремĕш, 14-шĕн – иккĕмĕш квалификациллĕ категорисем. «Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ врачĕ» хисеплĕ ята тивĕçнисем иккĕн: Нина Арсентьевна Курманина терапевт тата Валерьян Пантелеймонович Ананьев хирург. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕсем пиллĕкĕн. Опытлă тухтăрсем ыттисене ырă тĕслĕх кăтартаççĕ, вĕрентсе, ăс парса пыраççĕ. Пурнăç таппипе тан пыма сиплев учрежденийĕсенче тимлекенсем кашни пилĕк çултан пĕлĕве тарăнлатаççĕ. 351 çынран тăракан коллектива пиллĕкмĕш çул Ольга Михайловна Казакова ăнăçлă ертсе пырать. Вăл – вун тăххăрмĕш тĕп врач.

Район больници «Сывлăх» приоритетлă наци проектне пурнăçлассипе тĕллевлĕ ĕçлет. Çавăнпа кунта пысăк улшăнусем пулса иртнĕ. Пурлăхпа техника базине эндоскопи, лаборатори, реанимаци, стоматологи, операци оборудованийĕпе, ультрасасă тĕпчевĕн тата функционаллă диагностика аппарачĕсемпе тата ытти хатĕрсемпе пуянлатнă, автопарк çĕнелнĕ. Сывлăх сыхлавĕн тытăмне çĕнетсе улăштарассипе тухăçлă тимлени халăха пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерме май парать. «Сывлăх» наци проектне пула пĕчĕк дозăллă цифрăллă «Электрон» флюорограф илтĕмĕр. Çĕнĕ оборудовани çынсен сывлăхне лайăхрах тĕрĕслеме пулăшать», – хăйĕн шухăшне пĕлтерме васкарĕ Ирина Григорьевна Иванова врач-рентгенолог.

Малтанах пирĕн районта пурăнакансен щит евĕрлĕ тата сĕт парĕсене, чĕрене УЗИ тĕпчевĕ тутарма Шупашкара кайма тивнĕ, халĕ ку тĕлĕшпе чăрмавсем çук. Хăватлă оборудовани пуртан вырăнтах тĕрĕсленме, вăхăтра пулăшу илме пулать.

Тĕп больницăра ĕçлеме пĕтĕм услови пур. Ахальтен мар И.Ульянов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх университечĕн медицина институтĕнче, Шупашкарти медколледжра, Канашри медучилищĕре вĕренекенсем кунта практикăна тăтăшах килеççĕ. «Пире шур халатлă аппасем кăмăллăн йышăнчĕç. Рена Никоновна Прокопьева, Нина Арсентьевна Курманина терапевтсем, Ольга Михайловна Казакова тĕп врач, Альбина Алексеевна Петрова аслă сестра тата ыттисем пире хамăр юратса суйласа илнĕ профессие алла илме пулăшаççĕ. Эпир вĕсене ăшшăн тав тăватпăр, – терĕç терапи уйрăмĕнчи студентсем.

Наци проектне пурнăçлама хутшăннă май çĕршывра демографи лару-тăрăвĕ самай лайăхланчĕ. «Пĕлтĕр чи нумай ача çуралнă, кун чухлĕ ача çут тĕнчене килни юлашки 15 çулта пулман», – тенĕ РФ Патшалăх Канашĕн анлă ларăвĕнче Владимир Владимирович Путин. Кăçалхи кăтартусем те япăх мар. Районта пилĕк уйăхра 152 ача кун çути курнă. Пепкесем ытларах икĕ-виçĕ ачаллă çемьесенче çуралнă. Санарпуç ялĕнчи Надеждăпа Юрий Макаровсен пысăк савăнăç. Вĕсем тăваттăмĕш ачана пурнăç парнеленĕ. Арçын ачана çак кунсенче больницăран кăларнă. Надежда Макарова амăшĕн капиталне чăннипех илме тивĕçлĕ. Çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕ тĕлне патшалăх пулăшăвне илме 99 ача амăшне сертификат панă, пĕлтĕр ку вăхăтра – 27.

Шур халатлă ĕçченсем çамрăк ăру сывă ÿстĕр тесе ырми-канми тăрăшаççĕ. Акă Вăрнар район тĕп больницин ача-пăча консультацийĕ 7 пине яхăн ачан сывлăхне тĕрĕслесе тăрать. Унта педиатрсем улттăн, медсестрасем пиллĕкĕн ĕçлеççĕ, чир-чĕре малтанхи тапхăртах тупса палăртаççĕ. Ял фельдшерĕсем пирки те ыррине кăна каламалла. Вĕсен яланах дежурствăра пулмалла. Ир-ирех-и, сĕм тĕттĕм каç-и, чирлекен ачасем е ытти çынсем патне кирек мĕнле çанталăкра вăхăтра çитмелле, пĕрремĕш пулăшу памалла. «Пирĕн, ялти фельдшерсен, ĕç кунĕ вĕçленнĕ теме çук. Пациент чĕнсен ун патне каймалла. Ĕнер, сăмахран, киле каçхи 7 сехет тĕлне кăна çитрĕм, – пĕлтерчĕ Вăрманкасри Дина Чаркова фельдшерица. – Ачасене те апат пĕçерсе çитермелле, ĕне те сумалла... Пĕр сăмахпа каласан, ял çыннин ĕç нумай. Çапах та çак профессие суйласа илнĕшĕн пĕрре те пăшăрханмастăп. Чирлекене сывалма пулăшсан хама питĕ телейлĕ туятăп».

Районта çынсем вилесси палăрмаллах чакнă. Пурнăçран кăçалхи 5 уйăхра 313-ĕн уйрăлнă, иртнĕ çулхипе танлаштарсан – 49 çын сахалрах.

Пĕтĕмĕшле практика (çемье) врачĕн офисĕсене уçни те пĕлтерĕшлĕ. Ял çыннисем райбольницăна çÿремесĕрех медицина пулăшăвне вырăнта илме пултараççĕ. Тухтăр офисĕсем Ярмушкара, Мăн Явăшра, Пăртасра, Çĕрпелте, Уравăшра, Калининăра, Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн поликлиникинче пур. Вĕсен пурлăхпа техника бази тĕрлĕ оборудованипе пуянланнă.

Профилактика мероприятийĕсене анлăн ирттереççĕ

Чир-чĕртен сыхланасси сипленессинчен чылай çăмăлрах тесе çирĕплетеççĕ специалистсем. Апла профилактика мероприятийĕсене анлăлатасси тĕп вырăнта тăрать. Ку ĕçсене пурнăçланă чух çĕнĕ меслетсемпе усă кураççĕ. Ватă çынсен сывлăхне çирĕплетессипе пĕтĕмĕшле врач практикин мĕн пур уйрăмĕнче, Кульцаври ял амбулаторийĕнче, Калининăри участок больницинче, районти сиплев учрежденийĕнче вăрăм ĕмĕрлисен шкулĕнче ĕçлеççĕ. Шала кайнă чирсемпе аптракан çынсем валли сывлăх (пациентсен) шкулĕсене уçни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Районта 10 астма, 10 артери гипертонийĕн, 9 сахăр диабечĕн, 8 гастро-шкулсем пур.

Пациентсен шкулĕсем тухăçлă ĕçленине чирлисене сиплев учрежденине хурасси, врач-специалистсем патне ярасси, «васкавлă пулăшу»машинине чĕнесси палăрмаллах чакни витĕмлĕн кăтартать.

Çемье, ача кĕтекенсен шкулне хĕрарăмсен консультацийĕнче уçнă. Хăйсен таса тивĕçне Сергей Александрович Ласкин, Ирина Валерьяновна Михайлова акушер-гинекологсем, кунти акушеркăсем пысăк яваплăхпа пурнăçлаççĕ. Пĕлтĕр вĕсем ача кĕтекен 353 хĕрарăма тата çемье ыйтăвĕпе 1345 çынна вĕрентнĕ.

Сывă ача-пăча – ашшĕ-амăшĕн телейĕ. Вĕсем тĕрĕс-тĕкел ÿссен малашлăх çутă пулĕ. Ача-пăча консультацийĕ çумĕнче сывă ачан кабинечĕ тухăçлă ĕçлет. Вăл шкул çулне çитмен ачасен сывлăхне сыхлассипе, вĕсене аталанма, воспитани пама пулăшассипе профилактика центрĕ шутланать.

«Сывлăх» наци проекчĕн çул-йĕрĕсенчен пĕрне – медицина пулăшăвĕн профилактика енне аталантарассине – диспансеризаципе вакцинаци те кĕрет. Чир-чĕре малтанхи тапхăртах тупса палăртас тата асăрхаса тăрас тĕллевпе обязательнăй медицина страховани тытăмĕнче страхланă мĕнпур организацире ĕçлекен граждансен 2008 – 2009 çулсенче ирттерекен хушма диспансеризацире пулмалла. Диспансеризацишĕн терапевт (участокри врач-терапевт),пĕтĕмĕшле практика врачĕ (çемье врачĕ), акушер-гинеколог, невролог, уролог, хирург, офтальмолог, эндокринолог яваплă.

Медицина ĕçченĕсем халăха сывă пурнăç йĕркине пăхăнма вĕрентме лекцисем, калаçусем, тĕл пулусем ирттереççĕ, санбюллетеньсем кăлараççĕ. Чир-чĕртен асăрхаттарма, профилактика ĕçне вăйлатма хаçатра статьясем пичетлени те пулăшать. Çавна шута илсе районти больница «Çĕнтерÿ çулĕпе» тачă çыхăну тытать. Хаçатра уйрăмах медицина профилактикин кабинечĕн фельдшерĕн Мария Демьянован, çавăн пекех тухтăрсен статйисем тăтăшах пичетленеççĕ.

«Шурă халатлă çынсем эмелпе кăна мар, ырă, çепĕç сăмахсем каласа та сиплеççĕ пулĕ», – илтме тÿр килет час-часах. Сиплевçĕ профессине чун-чĕререн парăннă çынсене пысăк чыс та хисеп. 80 çулхи юбилей ячĕпе саламласа тата Медицина ĕçченĕн кунĕ çывхарнă май редакци коллективĕ сывлăх сыхлавĕнче тăрăшакансене пурне те нумай вăй-хăват, çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, ăнăçу сунать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика