Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял ĕçченне пулăшмаллах...

07 июня 2008 г.

Ытларикун Раççей Правительствин Председателĕн пĕрремĕш çумĕ В.А.Зубков Чăваш Республикине пĕр кунлăх ĕçлĕ çулçÿревпе килнĕ. Çакă çĕршыв шайĕнче ял хуçалăхĕнче тата апат-çимĕçе тирпейлекен сферăра ĕçлекенсене пысăк пулăшу кÿрекен çĕнĕ саккунсем йышăнас умĕнхи хăйне евĕрлĕ сăнавлă визит тесен йăнăш пулмĕ. Мĕншĕн тесен Виктор Алексеевич правительствăра шăпах аграри ыйтăвĕсемпе ĕçлет.

В.А. Зубков пĕрремĕш вице-премьер тата Чăваш ен Президенчĕ Н.В.Федоров производство кăтартăвĕсемпе республикăра малта пыракан «Приволжское» вĕренÿ хуçалăхне (Шупашкар районĕ) çитсе курнă. Асăннă предприяти ĕне выльăхăн хура-ула ăратне тата йывăр виçеллĕ шурă сысна ĕрчетес енĕпе пысăк опыт пухнă. Экономика кăтартăвĕсене ÿстерсе пыма, выльăх-чĕрлĕхрен сахал тăкакпа пахалăхлă продукци, уй-хирте элита вăрлăх туса илме энергие перекетлекен технологисемпе усă курни тата пысăк ресурслă техника туянни пулăшать. Пĕлтĕр кăна кунта федераци бюджетĕнчен уйăрнă 15980,0 пин тенкĕпе 400 пуç ĕне выльăх тытмалли сĕт-çу фермин çурчĕсене тĕпрен юсанă, хуçалăх хăйĕн усламĕнчен тата «Россельхозбанк» урлă илнĕ çăмăллăх кредитпа сĕт-çу оборудованийĕ туянса вырнаçтарнă.

«Приволжское» предприяти, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн вĕренÿпе сăнав хуçалăхĕ пулнă май, кунта кашни çулах студентсем ку е вăл специальноçпа вĕренÿ практикине ирттереççĕ. Хальхинче кунта «Ветеринари медицини» факультетăн иккĕмĕш курсĕнче ăс пухакансем аудиторисенче илнĕ пĕлĕве ĕçре тĕрĕслеме килнĕччĕ.

Раççей правительствин Председателĕн пĕрремĕш çумĕ В.А.Зубков, Чăваш ен Президенчĕ Н.В.Федоров тата хăнасем – «Россельхозбанк» правленийĕн ертÿçи Ю.В.Трушин, Раççей тĕп санитари врачĕ Г.Г. Онищенко, РФ ял хуçалăх министрĕн çумĕ А.П.Козлов – вĕренÿ хуçалăхĕн производство цехĕсенче, сĕт-çу комплексĕнче, вĕренÿ аудиторийĕнче пулса курчĕç, ĕне сăвакансемпе, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсемпе курнăçрĕç, чылай ыйтупа кăсăкланчĕç. Куçа-куçăн, уçăмлă калаçура икĕ енĕ те – хăнасем те, кил хуçисем те – пĕр тĕллев патне çитрĕç: ял хуçалăхне, унта ĕçлекенсене хальлĕхе çителĕксĕр пулăшатпăр. Виктор Алексеевич çак кăмăла кайман пулăма ырă енне çавăрма тахçанах вăхăт çитнине пĕлтерчĕ. «Вăл улшăнмаллах. Халĕ ку ыйтăва çивĕч çĕклеççĕ. Раççей Правительстви те, Федераци Канашĕ те, çак тытăмри яваплă ытти орган та ĕçлеççĕ», – терĕ пĕрремĕш вице-премьер.

В.А.Зубков çав кунах Комсомольски районĕнчи «Нур» ял хуçалăх потребительсен кооперативĕн тата «Мот–Эт» общество ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă, «Труд» ЯХПКра тĕп зоотехникра ĕçлекен Р.М.Шарафутдиновăн хушма хуçалăхне çитсе курнă. Ун хыççăн Шупашкарти тĕрлĕ предприятире пулнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика