04 июня 2008 г.
Чăваш Республикинчи Суд департаменчĕн управленийĕпе Судьясен канашĕ район сучĕсен судйисем, миравай судьясем тата район сучĕсен аппарат ĕçченĕсем хушшинче професси ăсталăхĕн «Професси тĕлĕшĕнчен чи лайăххи – 2007» конкурс итогĕсене пĕтĕмлетнĕ. Вунă судьяран сахалтарах район сучĕсем хушшинче, «Район сучĕн председателĕ» номинацире, Вăрнар район сучĕн председателĕ Елена Васильевна Константинова çĕнтернĕ. Çак номинацирех вăл 2004 çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе те мала тухнăччĕ.
Елена Васильевна Константиновăна Вăрнар район сучĕн судйине 1976 çулхи апрельте суйланă. 1982 çултанпа – район сучĕн председателĕ. Вăл суд влаçĕн авторитетне çирĕплетес, суд ĕçне туллин тата пăхăнусăр йĕркелесе пыма условисем тăвас тĕлĕшпе нумай тимлет. Е.Константинова ертсе пынипе район сучĕн ăнăçлă ĕçлеме пултаракан судьясен коллективĕ тата аппарачĕ йĕркеленнĕ.
Пĕлтĕр Елена Васильевнăна II степень «Раççей Федерацийĕн суд системи умĕнчи тавлă ĕçсемшĕн» медальпе чысланă. Вăл – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ юрисчĕ; 1-мĕш квалификациллĕ класлă судья, сăмах май, çак чин çарти генерал-майор званийĕпе танлашать. 2006 çулхи декабрьте ăна Чăваш Республикин Судьясен канашĕн йышне суйланă.
Вăрнар район сучĕн коллективĕ Елена Васильевнăна республикăри конкурсра çĕнтернĕ ятпа ăшшăн саламланă, çирĕп сывлăх, ăнăçу суннă.
Ăна «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçата вулакансемпе редакци коллективĕ те пысăк чыса тивĕçнĕ ятпа саламлаççĕ.