04 июня 2008 г.
«Çук текехрен юхăнчăк та кая юлнă Чăваш çĕршывĕ, хут пĕлмен, çурри суккăр халăхлă çĕршыв, – çырнă ун чухнехи «Правда» хаçат 1935 çулхи июлĕн 4-мĕшĕнче тухнă черетлĕ номерте. Çак йĕркесене Чăваш халăхĕн нациллĕ патшалăхĕ 15 çул тултарнă тата хуçалăхпа культура ĕçĕсенче пысăк çитĕнÿсем тунăшăн çĕршывра чи малтанхисен шутĕнче Ленин орденĕпе наградăланă ятпа мухтаса çырнă. Çак çитĕнÿ-утăм вăрттăнлăхĕ мĕнрен килни çинчен тивĕçлĕ хурав парас пулсан, ахăртнех, унăн тупсăмĕ çакăнта пулĕ: пĕрремĕшĕ – чăваш ĕçченлĕхĕ, иккĕмĕшĕ, паллах, чи кирли – кадрсене вырăнта вĕрентсе хатĕрлени. Çакăн çинчен ахальтен мар архив докуменчĕсем аван çирĕплетсе параççĕ халĕ. Совет тапхăрĕнче республикăри хуласемпе саласенче çĕнĕ вĕренÿ заведенийĕсем çине-çине уçăласси вăй илсе пынă. Канашпа Улатăрта, Çĕрпÿпе Етĕрнере, Патăрьелпе Пăрачкавра, ватă Нурăсра (Калинино) учительсем хатĕрлекен техникумсемпе училищĕсем çĕнĕ кадрсем хатĕрлеме пуçăннă. Çапла вара Чăваш енре хутпĕлменлĕхе пĕтерес енĕпе пысăк çитĕнÿ тунă çак пĕлÿ вучахĕсем вăтăрмĕш çулсенче. Халь хумхантаракан калаçу теми шăпах çакăнта тăрĕ. Сăмахăмăр – Çавал юханшывĕ çывăхĕнчи Çĕрпÿри педагогика училищи пирки пырĕ. Кунта пĕлÿ вучахĕ вăтăрмĕш çулсенче уçăлнăскер, чĕрĕк ĕмĕр хушшинче пурĕ 1806 педагог вĕрентсе хатĕрленĕ. Çакăн çинчен М.А.Воротников таврапĕлÿçĕ «Сан яту – вĕрентÿçĕ» кĕнекере çырса кăтартса сумлă ĕç тунă. Полиграфи чĕлхипе каласан пурĕ 23 пичет листи чухлĕ, урăхла, 365 страницăллă хайлавра асаилÿсемпе очерксем вырăн тупнипе пĕрлех, тахçанхи сарăхса кайнă сăн ÿкерчĕксене пуçтарса хатĕрлени те хăех мĕне тăрать! Ара, вĕсене пĕрчĕн-пĕрчĕн тенĕ пек пухмашкăн мĕн тери хаклă вăхăтпа чăтăмлăх кирлĕ пулнă-çке авторăн. Унсăр пуçне тата акă мĕнле кăсăклă япала тĕлĕнтерсе тăрать. М.Воротников училище воспитанникĕсем хăш ялпа саларан хуласемпе поселоксенчен кам-кам вĕренсе тухнисене, каярахпа вĕсене шăпа-кун-çул тени ăçтарах илсе çитерни çинчен тĕплĕн çырса кăтартнă. Палăртма кăмăллă, çутталла туртăнакан яш-кĕрĕмпе хĕр упраçăн йышĕнче Вăрнар тăрăхĕнчен те сахал мар. Камсем-ши вĕсем; Ятранах асăнса иртни пăсăк пулмĕ пĕртте. Илья Игнатьевич Тихонов (Кĕçĕн Явăш), Алексей Деомидович Демидов (Мăньял), Перасковья Федорова (Мăньял), Анатолий Чикмеков (Уйкас Кипек), Виктор Миронов (Кĕçĕн Явăш), Григорий Сарра (Мăн Турхан), Илья Егорович Егоров (Малтикас Ялтăра), Анна Архиповна Архипова (Мăн Турхан), Владимир Георгиевич Георгиев (Çĕнĕ Алтăш), Николай Александрович Александров (Мăн Явăш), Елена Григорьевна Теплинская (Вăрнар), Савва Васильевич Беляев, Константин Васильевич Беляев (Ярмушка), Зоя Александровна Александрова, Валентина Константиновна Бирюкова, Антонина Яковлевна Гусева, Инна Сидоровна Шмальц (Нурăс), Зоя Петровна Алексеева (Кушик), Владимир Павлович Вошняев (Вăрманкас), Валентин Сергеевич Семенов (Мăн Явăш), Архип Дмитриевич Дмитриев (Кушик), Мария Ивановна Иванова (Çĕнĕ Сăрьел) т. ыт. те вĕрентÿпе ăслăлăх тÿпине ырă ят хăварса, тăван ен чыс-сумне ÿстерме пултарнă.
Паллах, вĕсенчен чылайăшĕ пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Анчах та, иртнĕ вăрçă хыççăнхи 50-мĕш çулсенче пĕлÿ илнĕ ентешĕмĕрсем, хальхи вăхăтра тăван çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнакансем, хăйсен сассине парасса чунтан шанса та ĕненсе пурăнатпăр. Çакă – хамăршăн мар, хамăр ăру çамрăклăхĕшĕн таса тивĕç пулса тăрать.