Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Атăл чиккинче»

02 июня 2008 г.

Июнĕн 1–5-мĕшĕсенче Чăваш Республикинче «Атăл чиккинче» Пĕтĕм тĕнчери пĕрремĕш патриотла кино фестивалĕ иртесси пирки эпир пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Кинопроектăн жюри председателĕ – СССР халăх артисчĕ Армен Джигарханян.

Фестиваль девизĕ: «Патриотизм вăл – чун пуянлăхĕ». Республикăн культура министрĕ Роза Лизакова каланă тăрăх, «Паян Раççей киновĕ питĕ нумай тĕрлĕ, анчах, шел пулин те, куракансен кăмăлне пур чухне те тивĕçтереймест. Эпир чăннипех те патриотла туйăма тарăннăн хускатма пултаракан киношăн тунсăхласа çитрĕмĕр».

Фестивальте Раççей лентисемпе пĕрлех Германире, СШАра, Индире, Польшăра, Болгарире ÿкернĕ, гуманизм темине, çĕршыва тата çемьене юратас ыйтусене çĕклекен фильмсене те пăхма пулать. «Патриотизм вăл – Тăван çĕршыва юратни. Çак туйăма кăтартмалли майсем кашни çĕршывра тĕрлĕрен», – палăртнă йĕркелÿ комитечĕн хушма председателĕ Олег Урюмцев кинорежиссер.

Илемлĕ тата документлă лентăсемсĕр пуçне куракансем ретроспективлă тата ача-пăча киновĕсемпе те паллашĕç. Сеанссем пурте ыркăмăллăх шучĕпе иртеççĕ. Уява Раççей кино ăстисен ăсталăх класĕсем, Шупашкарăн пĕрлештернĕ командипе «Смерш» сериал актерĕсен командисем хушшинче иртекен футбол матчĕ те илемлетĕç.

Фестиваль вăхăтĕнче Инди киновĕн кунĕ те пулать. Вырăс драма театрĕнче Чăваш Республикинчи Ырă ĕçсен çулне халалласа «Ырă тума васкăр!» спектакль премьерине кăтартаççĕ.

Гран-прие чи лайăх илемлĕ фильм тивĕçĕ. Чи лайăх документлă тата ача-пăча фильмĕсемшĕн, режиссурăшăн, сценаришĕн, оператор ĕçĕшĕн, кинокартинăна кĕвĕсемпе илемлетнĕшĕн те премисем хатĕрленĕ, арçын тата хĕрарăм тĕп ролĕсене тата иккĕмĕш планри рольсене чи лайăх вылякансене те палăртĕç. Чи тивĕçлисене «Ылтăн Анне» статуэткăсем парĕç. Çак приз – Шупашкарта 5 çул каялла çĕкленĕ Анне монуменчĕн копийĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика