24 мая 2008 г.

Шантарнă пекех, юнкун районти «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат хăйĕн тусĕсем хушшинче лотерея ирттерчĕ. Унта хаçата 2008 çулăн пĕрремĕш çурринче илсе тăма çырăннă кашни çын хутшăнчĕ.
Кăçалхипе виççĕмĕш хут йĕркелекен вылявăн тĕп парни ку хутĕнче те тĕрлĕ тĕслĕ кăтартакан телевизор пулчĕ. Пĕлтĕр ăна район хаçачĕн чăн-чăн тусĕ – Пăртасри Алексей Мефодьевич Белов – çĕнсе илнĕччĕ. Кăçал вара чи телейли Кивьял Нурăсри Георгий Владимирович Улаев пулчĕ. Ĕмĕрне тăван колхозра ĕçлесе ирттернĕ вăл. Тĕлĕнмелле: выляв умĕнхи кун кăна – майăн 20-мĕшĕнче – вăл хăйĕн 65 çулхи юбилейне паллă тунă, телевизор уншăн пыăск парне пулчĕ.
Паллах, хаçата çырăннисенчен кашниех телевизора тивĕçеймест, кашнинех выляв та лекеймест. Çакăншăн пăшăрханма кирлĕ мар. Вулакансемшĕн «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçата илсе тăни темле парнерен те пахарах. Вăл мĕнпур хаçат тусĕшĕн ăс-хакăл çимĕçĕ. Вылявра çĕнтернĕ 114 çынна тĕрлĕ парне тивĕçрĕ, вĕсенчен 50-шĕ хаçат урлă хăйсен çывăх çыннисене тÿлевсĕр саламлама пултараççĕ. Хакĕпе пăхсан, хаçатри салам 200 тенкĕпе танлашать. 20 çын 2008 çулăн иккĕмĕш çурринче юратнă «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçата тÿлевсĕр илсе тăрĕç. Ытти парнесем – кил-çуртра усă курмалли япаласем.
Кăçалхи вылява спонсорсем хутшăнма кăмăл туни те вулакансене савăнтарчĕ. Вăрнарти уйрăм предприниматель Виталий Владимирович Рыжов (офисĕ Советски урамри 15-мĕш çуртăн иккĕмĕш хутĕнче вырнаçнă) поселокри хаçат тусĕсем хушшинче 19,2 литрлă «Сестрица» сиплĕ шыва выляттарчĕ. Микроэлементпа пуян шыва Мари Элти Арбан шыв заборĕнчен илеççĕ. Тасалăхĕпе, пахалăхĕпе вăл минералкăсенчен те ирттерет. Кăмăл тăвакансем ăна К.Маркс урамĕнчи 15-мĕш çуртра (унчченхи гостиница) туянма пултараççĕ. Лотерейăпа пысăк савăтри шыва Вăрнарти Михаил Васильев выляса илчĕ. Ырă кăмăллă çын ăна выляв вăхăтĕнчех почтăна пухăннисене пурне те тутанса пăхма сĕнчĕ.
Тепĕр спонсор – «Калина» тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорĕ Людмила Ивановна Чугунникова – вылява виçĕ кĕленче шампань эрехĕ тăратрĕ. Вĕсем Калининăри Кристина Антонована, Вăрнарти Ольга Казакована тата Хурăнсур Çармăсри Леонид Кондратьева лекрĕç. Каламалла, организаци ертÿçи редакци коллективĕпе тачă çыхăнса ĕçлет. Хăйĕн ĕçченĕсене вăл кашни çур çултах район хаçатне çырăнса парать.
Вăрнар почтамтне пухăннисем суйма памаççĕ – выляв тĕрĕслĕхре иртрĕ. Лототронран парнесемпе çынсен хушамачĕсене çырнă хутсене поселокри «Березка» ача садне çÿрекенсем – Александра Михайловапа Владик Шашкаров – туртса кăларчĕç. «Халăх тĕрĕслевĕ» те пулчĕ: вĕсем, паллах, вылява хутшăнма килнисем.