15 мая 2008 г.
Çуллахи ăшă кунсенче пушар хăрушсăрлăх ыйтăвĕ çивĕч тухса тăрать. Вăрмансенче канакансем хăйсем хыççăн йĕркесĕрлĕх хăвараççĕ, шкулсенче вĕренÿ çулĕ вĕçленнĕ май ачасем ирĕкре... Çапла майпа ку тапхăрта тимлĕхе татах та ÿстермелле. Ăшă та çиллĕ çанталăкра инкек тухсан пушара сÿнтерме йывăр, вăл хăвăрт вăй илсе хăй çулĕ çинче пĕтĕмпех тĕп тума пултарать.
Ача-пăча айăпĕпе, акă, юлашки вăхăтра районта виçĕ пушар çырăннă. Иртнĕ уйăх пуçламăшĕнче Вăрнарта сарайсем çуннă. Апрелĕн 28-мĕшĕнче Кивçурт Мăратра тухнă пушарăн сăлтавĕ те – ачасем шăрпăкпа алхасни. Вĕсем туалетра шăрпăкпа вылянă, каярахпа çулăм юнашарах вырнаçнă сарай çине куçнă, унăн тăрри çунса кайнă.
Май уйăхĕн 2-мĕшĕнче «хĕрлĕ автан» Мăньял Хапăс ялĕнче хăйĕн сассине панă, каллех пĕр хуçалăхра вут-çулăмпа сарай тăрри сиенленнĕ. Хальхинче те ачасен айăпĕпе.
Май уйăхĕн 5-мĕшĕнче Вăрнар çывăхĕнчи вăрманта çăмăл автомашина çунса кайнă. Яваплă çынсем ку инкек сăлтавĕсене тупса палăртассипе тимлеççĕ.
Пĕтĕмĕшле илсен, кăçал районта пушар 13 хутчен алхаснă. Телее, вĕсенче çынсен пурнăçĕсем вăхăтсăр татăлнă тĕслĕхсем пулман.