15 мая 2008 г.
Чăваш ен суперкубокĕ иртнĕ эрнекун, майăн 9-мĕшĕнче, Йĕпреç поселокĕнче иртнĕ. Вăрнарти «Химик» унта Шупашкарти «Волгăпа» тĕл пулнă.
«Волга» – пĕлтĕрхи вăйăсен кубокĕн хуçи. Маларах вăл химиксен аллинче пулнăччĕ. Тĕп парнешĕн кăçалхи вăйă та хĕрÿ иртнĕ. Çапах та пирĕн команда шупашкарсенчен вăйлăрах пулнă, матч «Химик» майлă вĕçленнĕ. Çĕнтерÿ илсе килекенĕсем – Олег Порфирьевпа Евгений Мамайкин, вĕсем пĕрер мечĕк тапса кĕртнĕ. Шупашкарсен шутра пĕр мечĕк кăна.
«Химикăн» умра тата пысăкрах вăйăсем. Паян акă Чăваш ен кубокĕн 1Ÿ16 пайĕнче вăл Шупашкарти «ОМОН» командăпа тĕл пулать. Майăн 16-мĕшĕнче республика чемпионачĕ пуçланать.