Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр çинчи мирлĕ пурнăçшăн

15 мая 2008 г.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсем инçерех те инçерех юлса пыраççĕ. Хĕрÿ çапăçусене хутшăннисен, ку юнлă вăхăта курнисен йышĕ те хăвăрт чакать. Апла пулсан вĕсен аса илĕвĕсем пирĕншĕн тем пекех хаклă.

Май уйăхĕн 7-мĕшĕнче районти тĕп библиотекăн ача-пăча литературин уйрăмĕн вулав залĕнче Хăюлăх урокĕ иртнĕ, унăн теми – фронтовик ывăлĕн аса илĕвĕсем. Урок тĕлне фронтовик пурнăçĕпе тата унăн вăрçăри çулĕпе паллаштаракан «Çĕр çинчи пурнăçшăн» экспресс-курав йĕркеленĕ. Ача-пăча ÿнер шкулĕн преподавателĕ В.Кудряшов Вăрнарти 1-мĕш шкулти 3-мĕш «б» класра вĕренекенсемпе тĕл пулнă, хăйĕн ашшĕн хаяр вăрçăри паттăрлăхĕ çинчен каласа панă. Вăл «Катюша» миномет çинче зенитчик пулса вăрçă витĕр тухнă.

Май уйăхĕн 8-мĕшĕнче вулав залĕнчех «Астăвăм парачĕ» утренник иртнĕ, ăна Аслă вăрçă çулĕсенче завод станокĕсем умĕнче тăрса, колхоз хирĕсенче çăкăр ÿстерсе ачалăх мĕнне пĕлмен, ячĕсем ылтăн сас паллисемпе Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин историне çырăнса юлнă арçын ачасемпе хĕрачасене халалланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика