15 мая 2008 г.
Майăн 9-мĕшĕнче Шупашкарти «Олимпийский» стадион лăк тулса ларчĕ. Сăлтавĕ те паллă – çак кун савăнăçлă лару-тăрура хăвăрт утассипе XXIII Тĕнче кубокне уçрĕç. Унта Чăваш ен Президенчĕ Н.Федоров, Раççей Патшалăх Думин ют çĕршыв ĕçĕсен комитечĕн председателĕ К.Косачев, промышленноç политики енĕпе ĕçлекен федераци канашĕн комитечĕн председателĕн çумĕ В.Слуцкер, Бундестаг депутачĕ, Германин федераллă канцлерĕн Ангела Меркель парти лидерĕн заместителĕ, Федеративлă Германи Республикин Германипе Раççей пĕрлешсе ĕçлессипе тимлекен уполномоченнăйĕ А.Шокенхоф, çăмăл атлетика федерацийĕсен пĕтĕм тĕнчери ассоциацийĕн Президенчĕ Л.Диак, паллă спортсменсем, ытти сумлă хăнасем хутшăнчĕç.
– Хăвăрт утассипе XXIII Тĕнче кубокне шăпах Çĕнтерÿ кунĕнче уçни тарăн пĕлтерĕшлĕ. Аслă Отечественнăй вăрçă паттăрĕсем пире паян Шупашкарта пухăнма ирĕк пултăр тата континентсемпе, халăхсемпе, культурăсемпе, чĕлхесемпе паллашма май пултăр тесе тăшмана хăйĕн йăвинче çапса аркатнă, фашист мурне пĕтернĕ. Халăхсен, культурăсен туслăхĕ – акă мĕн кирлĕ паянхи тĕнчене. Çакна сывă пурнăç йĕркин тата спорт стилĕн уявĕ туллин çирĕплетет, – терĕ республика пуçлăхĕ Н.Федоров.
Раççейри çăмăл атлетика федерацийĕн Президенчĕ В.Балахничев пĕлтерĕшлĕ ăмăртăва чыслăн хатĕрленнĕшĕн тав турĕ, çĕршывăмăрта спорта аталантарасси патшалăх политикин пĕр пайĕ пулнине, çакă Чăваш енре уйрăммăн палăрнине каларĕ.
Çăмăл атлетика федерацийĕн пĕтĕм тĕнчери ассоциацийĕн Президенчĕ Ламин Диак Тĕнче кубокне хатĕрленес ĕçе тÿпе хывнă кашни çын хăйне телейлĕ тесе шутлама тивĕç пулнине палăртрĕ.
Хăнасен калаçăвĕ хыççăн стадионра сарăлнă театрализациленĕ курăмăн чапне сăмахпа çырса пама çук. Спортсменсемпе артистсен пĕрлехи представленийĕсенче (4500 яхăн çын) сывă пурнăç йĕркине çул пани, Чăваш ен хăнасене тараватли, халăхсем хушшинчи туслăх çирĕпленни яр уççăн курăнчĕ.
Шупашкар пĕтĕмпе 55 çĕршыври 480 спортсмена йышăнчĕ. Икĕ куна тăсăлнă ăмăртусенче пирĕн Раççей команди яланхиллех малта пулчĕ.
Чăваш спортсменĕсене илес пулсан, юниорсем хушшинче 10 километрлă дистанцие Ирина Юманова иккĕмĕш результатпа вĕçлерĕ, кĕмĕл медаль çĕнсе илчĕ. Хĕрарăмсем хушшинче пирĕн тепĕр атлет Татьяна Сибилева та иккĕмĕш пулчĕ. Людмила Архипова – тăваттăмĕш.
Палăртма кăмăллă: командăсем хушшинчи тупăшусенчи пур ылтăн медаль те – Раççей спортсменĕсенче. Юниорсенчен тĕнче рекордне – 39 минут та 57 çеккунт – çапса Алексей Барцайкин 10 километрта финала пĕрремĕш çитрĕ. Бронза призер та Раççей каччи – Денис Стрелков.
Хĕрарăмсенчен 20 километра Ольга Канискина чи малтан утса тухнă. Арçынсенчен 50 километра Денис Нижегородов çĕнĕ тĕнче рекорчĕпе – 3 сехет те 34 минут та 14 çеккунт – вĕçленĕ. Юлташĕ Владимир Канайкин унран икĕ минут ытларах кăна юлнă, вăл – кĕмĕл призер.
Пĕтĕмпе вара Раççейĕн пĕрлештернĕ командин 15 медаль. Вăл – пĕрремĕш! Саламлатпăр!