Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерĕве вĕсем те туптанă...

08 мая 2008 г.

Вăрçă ачисем ачалăх мĕнне пĕлмен тесен те йăнăш мар. Вăл хăрушă вăхăта лекнĕ те, тантăшĕсемпе савăнса-выляса ÿснĕ тесе мухтанаймаççĕ. Мĕн пĕчĕкренех йывăр туртана туртма тивнĕ, ашшĕ-амăш ăшшине те туйса çитĕнеймен. Пĕтĕм ĕмĕт-шухăшсене асаплă вăрçă кунĕсем сĕмсĕррĕн татнă.

Калининăри Николай Захарович Захарова та сахал мар хуйхă-суйхă тÿсме пÿрнĕ шăпа. Тăваттăра чух тăван амăшĕ – София Яковлева – вăхăтсăр çĕре кĕнĕ, çапла çулталăкри йăмăкĕпе иккĕшĕ пĕчĕклех çурма тăлăх пулса юлнă. Ашшĕ – Захар Степанов – тепĕр хут авлансан та пурнăç нихăш енчен те çăмăлланман. Амаçури хăвна çуратнă, пĕтĕм чунтан юратакан анне маррине лайăх ăнланнă пĕчĕк шăпăрлансем. Вăл тата икĕ ача çуратнă. Ултă çынлă çемьене ытлă-çитлĕ пурăнма сахал мар кирлĕ: иккĕмĕш класра вĕреннĕ чухне арçын ача амаçури патне колхоз бригадине ĕçлеме çÿреме тытăннă. Аслисемпе пĕрлех çĕрулми те суйласа ана çине лартма тухнă, ытти пахча-çимĕç те ÿстернĕ...

Анчах вăрçă пуçланнă текен хыпар аçа çиçĕм пекех кĕрлесе кайнă, ялта та асар-писер вăхăт çитнĕ. Темиçе кунтанах ашшĕне фронта ăсатнă – çапла йăмăкĕпе иккĕшĕ, 9 тата 7 çулти ачасем, хăр тăлăха юлнă. Арçынсем вăрçă хирĕнче юн тăкнă вăхăтра ялта юлнă хĕрарăмсем, ачасем колхоз уйĕсенче выçăллă-тутăллă ĕçленĕ. Маларах мĕн ĕçлени пĕтĕмпех амаçури амăшĕ çине çырăнса пынă пулсан, 1941 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнче, вунă çулта чух, Н.Захаров ячĕпе уйрăм счет уçнă, 500 грамм çăкăр илме тытăннă. Уроксем хыççăн колхоз хирне крахмал пухма çÿренине те паянхи пек астăвать. Уя сухаласа пăрахсан вара вăл та юлман, тепĕр чухне çемйипех выçă ларма тивнĕ. Çавна пулах шкулта вĕренеймен: юлташĕпе В.Вазановпа ун чухнехи «Искра» колхозра тĕрлĕ ĕçсене хутшăннă. Çĕре сухаланă хыççăн сÿрелемелле, пĕчĕкскерсене лаша кÿлме йывăр, çапах пĕтĕм вăйран тапаçланнă. Ачасем кăна пулин те, ирхи шуçăмран сĕм çĕрлечченех тар тăкнă. Ахаль пушă ларнăран мар, нуша хĕтĕртнĕрен. Çын пуçне 0,8–1 килограммшар çăкăр тивнĕ, анчах ăна та йăмăкĕ валлине пайласа хăвармаллине яланах асра тытнă. Ĕçлекенсене ирхине тата кăнтăрла вĕри апат çитерни тем пек савăнăç пулнă.

Кĕçех вĕсен çемйине çĕр йăтайми инкек пырса çапнă: тăван мар амăшĕ ячĕпе янă хăрушă çырура ашшĕ Ленинград хулине тăшмансенчен хÿтĕлесе пуçне хуни çинчен хыпарланă.

Çак кунтан çемье арканнă – амаçури амăшĕ улшăнмаллипех улшăннă. Хăйĕн мар ачисем уншăн ют çынсем пулса тăнă. Вĕсене «тăрантарса» пурăнас темен вăл, темле майпа та хăтăлма тăрăшнă: апла та капла хур тăнă, апат-çимĕçе çăрапа питĕрсе илнĕ, килтен час-часах хăваласа кăларса янă... Мĕн ачаран хуйхи-суйхине нумай курма тивнĕ: ял тăрăх ăçта килнĕ унта çÿренĕ, колхоз бригадинче ял хуçалăх ĕçĕсене хутшăннă. Пĕрре пĕччен пурăнакан кинемей анкартине сÿрелеме панă арçын ача. Ăшă кăмăллăскер унăн йывăр пурнăçĕ çинчен тĕпĕ-йĕрĕпех ыйтса пĕлнĕ. Шелленĕ вăл мĕскĕн тăлăха – хăй патне илнĕ, пĕр-пĕрне пулăшса пурăнма калаçса татăлнă. Çак кинемеех ÿстерсе çын тунă ăна, ун килĕнченех çар службине тухса кайнă.

Йăмăкĕн телейне те амаçуриех татнă. Пач хĕрхенмесĕр шартлама сивĕре урама кăларса янă Пăраские вăл. Хĕрача, кÿршĕсен сарайне тарса пытаннăскер, ура тупанне вăйлă шăнтнă, пÿрнисене больницăра татма тивнĕ. Çакăн хыççăн Калининăри ача çуртĕнче пурăннă, Социаллă хÿтлĕх министерстви ăна Шупашкарти чăлха фабрикине ĕçе вырнаçтарнă, каярахпа Тутарстанри Набережные Челны хулине куçса кайнă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче, юлашки вăйсене пĕр чăмăра пухса, пурте «Пĕтĕмпех – фронтшăн, пĕтĕмпех – Çĕнтерÿшĕн!» чĕнĕве пурнăçа кĕртсе ĕçленĕ. Çула çитмен ачасем те аслисемпе танах çĕр ĕçне тунă, колхозсемпе шкулсем валли вăрман кăларнă... Пĕр тĕслĕх кăна. Нормăпа пăхнă тăрăх, пĕр çыннăн икĕ лашапа пĕр гектар çĕр сухаламалла, вăтамран ку çĕр пайĕнчен 15 центнер тырă туса илмелле пулнă. Н.Захаров та çак нормăнах тултарнă, фронтовиксем валли çапăçу хирне çăкăр ăсатнă. Апла пулсан, Аслă Çĕнтерÿре унăн тÿпи те пурах. Тăрăшулăхшăн, ĕç фронтĕнче вăй хунăшăн 14 çулта ăна СССР Аслă Совечĕн Президиумĕн 1945 çулхи июнĕн 6-мĕшĕнчи Указĕпе «Тăван çĕршывăн 1941–1945 ç.ç. Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медальпе наградăланă.

Çапла, вăрçа пула вĕренеймен вăл, колхозра ырми-канми вăй хунă, çĕршыв хÿтĕлевçисен ретне тăнă. Çартан таврăнсан та Николай Захаров çĕршыва юрăхлă çын пулма тăрăшнă: Калининăри МТС-ра, Вăрнарти РТС-ра, Вăрнарти поссоветăн пушар машини çинче шоферта тимленĕ, Калинино–Вăрнар маршрутпа рейс автобусĕпе пĕрремĕш тухнă, çавăн пекех пилорамăра та, электрикра та ĕçленĕ.

Чăнах та, тăлăххăн ÿссе ашшĕ-амăшĕн юратăвĕпе ăшшине пĕлеймен, сивве те, чухăнлăхпа выçлăха та чăтса ирттернĕ, чир-чĕрсене парăнмасăр Çĕнтерÿшĕн талпăннă. Çапла, чăтăмлă пулнă вĕсем, вăрçă ачисем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика