Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Салтак юрри чуна пăватчĕ

08 мая 2008 г.

1941 çул. Пирĕн Тăван çĕршыв вăрçă вучĕ айĕнче. Кашни кун ялтан арçынсем пиллĕкшерĕн-ултшарăн фронта тухса каяççĕ. Куллен салтак юрри – чун-чĕрене ыраттаракан юрă, хĕрарăмсем кăшкăрса макăрни, ача-пăча ашшĕ ытамĕнче ĕсĕклени, ырă-сывă çаврăнса килме пилленĕ сăмахсем илтĕнсе тăраççĕ.

Акă июль уйăхĕ çитрĕ, ĕççи пуçланчĕ. Пире, 10–12 çулхи ачасене, тырă вырма ана виçсе пачĕç. Малтанах çур пайпа çырлахрĕç. Кайран, ĕçленине кура, виçене пысăклатса пычĕç. Лайăх çанталăкра тĕттĕмлениччен выраттăмăр та уйрах выртса çывăраттăмăр. Пирĕн ĕçе йĕркелесе-тĕрĕслесе тăма ватă çынна хăварчĕç. Эмеç Кĕтеринĕ юлсан, эпир выртас вырăна хĕрес хуратчĕ. Каç выртма, канлĕ ир тăма çăмăллăх пар тесе калаттаратчĕ. Хĕвелпе пĕрле ялтан бригадирпа повар çитетчĕç. Пирĕн ертÿçĕ – Мария Прокопьева. Чĕкеç акка тесе чĕнеттĕмĕр ăна. Малтанхи, Максим Ефремов, вăрçă пуçланнă кунах çар комиссариатне тухса утрĕ те каçхине ăна ял халăхĕ вăрçа ăсатрĕ. Тепĕр кун колхоз председателĕн Иван Ивановăн ячĕ тухрĕ. Вăл хаклă япаласем илсе хĕрĕсене парне парса хăварчĕ. Унăн виçĕ тĕпренчĕк: асли Варьика – 8 çулта, вăталăххи Даша – 5 çулта, кĕçĕнни Римма – çулталăкра. Иван пичче, манăн аттен шăллĕ, шывланнă куçĕсемпе мăшăрĕпе ачисем çине пăхрĕ те: «Хĕрĕмсем, манăн парнесене хăвăр ÿссе качча тухиччен усрăр, эпĕ вут-çулăмлă вăрçăран каялла çаврăнса килейместĕп пуль», – терĕ. Хĕле кĕрсен чăнах та Мускав çывăхĕнчи Анино ялĕшĕн пынă хаяр çапăçура пуç хунă тесе хура хут ярса пачĕç. Почтальон, Вĕçелис инке, ун пек хыпар килсен урам тăрăх макăрса утатчĕ.

Ĕççи вĕçленчĕ. Ача-пăчашан чăтма çук шăрăх кунсем иртрĕç. Йывăр пулин те пĕр-пĕринпе ăмăртса ĕçлерĕмĕр. Акă шкула кайма вăхăт çитрĕ. Кĕçех пире вĕренÿ çулĕ юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче пуçланасси çинчен пĕлтерчĕç. Çĕр улми кăларма хутшăнтăмăр. Уй хуралçи Урти мучи вучах чĕртсе кĕл ăшĕнче улма пĕçерсе çитеретчĕ. Вĕрискерне уйранпа çиеттĕмĕр те ăш-чик те ăшăнатчĕ, хырăм та тăранатчĕ. Хавасланса чупа-чупа ĕçлеттĕмĕр. Тăрăшса ĕçлесен темле йывăр ĕçĕн те вĕçĕ пулать. Улма кăларса пĕтертĕмĕр. Уйри çĕмелсенчи кĕлтесене йĕтем çине турттарса капансем тунă. Молотилкăпа çапса тĕшĕлемелле кăна.

Вĕренÿ çулĕ пуçланчĕ. Ача- пăчан хăйĕн хуйхи-суйхи. Мишша паян сăвă вĕренсе килеймен. Ăна пиччĕшĕ çĕрле уйăх çутипе путвала çĕр улми турттарма илсе кайнă. Ятламарĕ ăна Минадора Васильевна. Тепĕр кун валли вĕренсе килме хушрĕ. Ульккин амăшĕ колхоз лашисене пăхатчĕ. Тăватă лашана вăрçа ăсатни çинчен макăра-макăра каласа пачĕ хĕрача.

Кĕрхи вĕтĕр-вĕтĕр çумăр майĕпен иртрĕ. Хĕл ларчĕ. Ял халăхĕ авăн çапма тытăнчĕ. Тырă нумаях валеçеймерĕç: патшалăха памалла, сĕмсĕр те ирсĕр тăшмана çапса аркатма пулăшмалла. Уроксем хыççăн эпир аннесем вырăнне авăн çапма каяттăмăр. 5-мĕш класран пуçласа пурте тухаççĕ йĕтем çине. Эпир капансем патĕнчен молотилка патне кĕлтесем сĕтĕреттĕмĕр. «Кĕлте ачисем» тетчĕç пире. Çав хушăра аннесем киле кайса выльăх-чĕрлĕх пăхатчĕç, апат-çимĕç пĕçеретчĕç. Капанран молотилка патне кĕлте сĕтĕресси ай-яй çăмăл марччĕ. Мĕнпур вăй кăвапа тымарне ыраттарса тухатчĕ. Авăн çапма çĕрле вунă-вунпĕр сехетре тин пăрахатчĕç. Çанталăкĕ çав тери сивĕччĕ.

Пĕррехинче «кĕлте ачи» Ванюш капансем хушшине кĕрсе выртнă. Ăна хуралçă курнă та – ача тăрса тарнă. «Сантук мучи, эпĕ çывăрман, сăвă вĕренсе выртрăм, ыран шкула каймалла-çке», – тÿрре тухасшăн пулнă ача. «Апла сăввине каласа пар-ха»,– хистенĕ хуралçă.

«Не ветер пушует над пором

Не с кор попешали ручьи»... – савăнса калама пуçланă Ванюш. «Ай, шельмă ачи, ĕçре тăрăшатăн та, сăвва вĕренеймен вара эсĕ. Янăравлă сас паллисене вуçех калама пĕлместĕн, б, г, д, ж, з», – янраттарнă мучи. «Юрĕ, юрĕ, Сантук мучи, кĕçĕр вĕренетĕпех. Ыран мана Нина Анатольевна «пиллĕк» лартса парать», – хавасланнă Ванюш. Вырăсла лайăх пĕлетчĕ Сантук мучи. Рекрут пулса патша çарĕнче 25 çул хĕсметре тăни çинчен каласа паратчĕ. Ун садĕнче пирĕн тăрăхра ÿсмен йывăç-курăк нумайччĕ. Хăш чухне, кăмăлĕ хуçăлнă вăхăтра, чылайччен чĕмсĕррĕн ларатчĕ. Вăрçăри икĕ ывăлне, Кермăнпа Кĕркурине, аса илнĕ пуль çав.

Çăва тухрăмăр. Пире хĕрхенсе çĕр-аннемĕр тем тĕрлĕ кĕпçе ÿстерсе парать. Уйра, пахчара, çырма-çатрара, вăрманта мĕнле кĕпçе ÿсет, пурне те çиеттĕмĕр. Яшкана кашăк çаврăнми вĕлтрен, серте, пултран, хурхух, улма çеçки ярса пĕçеретчĕ анне. Çур стакан çăнăх лăкаса ярсан тата тутлăрах пулатчĕ. Колхозран çын пуçне 3–4 килограмм çăнăх валеçсе паратчĕç. Анчах вăл та кашни уйăхрах марччĕ.

Пирĕн Красноармейски районĕнчи Янкас ялне, «Менять майрисем» килсе çÿретчĕç. Вĕсем хăйсен япалисене çăнăхпа улăштаратчĕç. Хырăм выççи тем те тутарĕ – мана анне икĕ стакан çăнăх парса вĕсенчен тутăр илсе панăччĕ.

Улттăмĕш класс пĕтерсен пире тата йывăртарах ĕç хушрĕç. Пухура пирĕн çулхисене пурне те кĕлте турттаракансен списокне çырнă. Эпĕ ĕçе пĕлмесрен хăраса аннепе канашларăм. «Ĕçрен ан хăра, тăрăшсан вĕренетĕн. Эсĕ текех пĕчĕк ача мар, вун тăватта пуснă», – терĕ вăл çирĕппĕн. Хăй мана кĕлте тиеме кунĕпех вĕрентрĕ. Кайран ĕç майлашăнса кайрĕ. Эпир бригадăра 17-ĕн. Кĕлтесене уйран йĕтем çине тиесе килетпĕр те икĕ юплĕ йывăç сенĕксемпе капан тăррине перетпĕр. Теплерен капан тăррине вĕçсе çитнĕ кĕлте каялла ÿкесси те пулатчĕ. Вара кĕтсех тăр – капан тăрринчен Унтри мучи сасси илтĕнсе каятчĕ. Çав сăмахсем халь те хăлхара янăраса тăраççĕ: «Ачасем, тимлĕрех пулăр, ĕçе тĕплĕ тума вĕренĕр, вăйăн-шайăн ĕçлесен латти-пăтти пулмĕ, ÿлĕм хăвăрах йывăр килĕ». Пирĕн, ура çине ĕне пусманскерсен, ăна итлесех те килместчĕ, анчах ватă çынна хирĕç нихăçан та, никам та сăмах чĕнмен. Чĕнмен чĕкеç пулнă тетчĕç те ĕлĕк, ку ĕнтĕ эпир çав сăмахсемпе килĕшнине пĕлтернĕ. Хăш чухне кĕлте турттарнă хыççăн каçхине лавсем çине утă тиеттеретчĕç. Урапасем айĕнче кăшт тĕлĕрсе илеттĕмĕр те Çĕрпÿ районĕнчи Михайловка станцине патшалăха утă пама каяттăмăр. Малта пырса пире илсе çÿрекенĕ – Хветури инке, хыçра – Пракух мучи. Çапла лайăх асăрхаса ĕçлеттеретчĕç пире. Ут хатĕрĕ çĕмĕрĕлсен юсаса паратчĕç.

Колхоз столовăйĕнче кашни кун вĕри апат çитеретчĕç. Анюк акка питĕ тутлă пĕçеретчĕ. Яшкана çăмах яратчĕç. Вăл пирĕншĕн çăкăрпа танахчĕ. Çав усратчĕ пире. Кĕр енне, пахча-çимĕçсем пулсан, хамăра ырлăха кĕрсе ÿкнĕн туяттăмăр. Ана çинче нимĕç пăрçи те пулса çитетчĕ. Ăна çисен хырăм та выçмастчĕ. Уй хуралçи Симьян мучи куриччен кăшт майлаштараттăмăр. Ун чухне вăрман та пуян: кăмпа, мăйăр, палан нумай хатĕрлеттĕмĕр.

...Акă эпир вăрмантан мăйăр татса таврăнатпăр. Тухăçран анăçалла пĕр харăс 12 самолет иртсе кайрĕ. Вĕсен сассипе чун-чĕре çÿçенсе каятчĕ. Пĕр кана сăмах чĕнмесĕр тăраттăмăр. Кăмăл-туйăм та пăтрашăнса-арпашăнса каятчĕ.

Çаплаччĕ вăрçă тискерлĕхĕ: выççи-тутти, сивви-ăшши, ĕçĕ-хĕлĕ, çийĕ-пуçĕ – пурте куççулĕ витĕр сăрхăнса чун-чĕрене касса-чĕпĕтсе тăратчĕ. Çапла тăрăшса ĕçлесе, йывăрлăхра пĕр-пĕрне пулăшса пырса, туслăха упраса пурăнса тăватă çул иртсе кайрĕ.

Пĕтĕм халăх кĕтнĕ Çĕнтерÿ кунĕ çитрĕ. Хĕрарăмсем пĕр-пĕрне ыталаççĕ, макăраççĕ. Упăшкисем киле таврăнасса шанаççĕ. Ехруç инке макăрмасть. Унăн куççулĕ хура хут илнĕ хыççăнах юхса пĕтнĕ. Вăл хĕвеле хирĕç тăнă та Турра тархаслать: «Эй, çÿлти аттемĕр, эсĕ манăн Михалана ху патна, çÿлти патшалăха ил. Мана ултă ачана ура çине тăратса куçлă-пуçлă тума (ĕлĕк мăшăрлантарнине çапла калатчĕç) сывлăхпа вăй-хăват, чăтăм-тÿсĕм парса тăр». Ехруç инке тахçанах упăшки патĕнче, çÿлти патшалăхра. Килĕнче ашшĕ вăрçа кайсан ултă уйăхран çуралнă Аполлон пурнăç тытса тăрать. Эпир те, вăрçă ачисем, сакăр теçетке енне сулăнтăмăр. Аптрамастпăр-ха, пурнăç юхăмĕнчен юлас марччĕ тесе хамăра май тăрмашатпăр. Халь пурнăç лайăх. Çулĕсем кайсан та ĕмĕт-тĕллев малаллах.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика