08 мая 2008 г.
Чăвашрадиона кашни кунах итлеме юрататăп. Уйрăмах Ольга Тургай хăйĕн çемçе те уçăмлă сассипе «Паянхи кун» материала вуланине кашни ирех итлетĕп. Унта хамăр республикăри паллă çынсем çав кун ăçта çуралнипе, вĕсем мĕнле ĕçсемпе палăрнипе, тĕрлĕ пулăмсемпе паллаштараççĕ. Çапла пĕр ирхине хăй вăхăтĕнче Мускав Кремлĕн коменданчĕ пулнă Веденин генерал çинчен каласа кăтартрĕ Ольга Тургай.
Ку иртнĕ çулхи сентябрĕн 27-мĕшĕнче пулчĕ. Эпĕ тимлесех итлемен пулмалла, генерал çинчен пĕлсех юлаймарăм. Васкасах Шупашкара патне çыру çыртăм, тахçанах пĕлнĕ çын çинчен пĕлтерме ыйтрăм. Темиçе кунтан Чăвашрадиоран хурав илтĕм. Акă мĕнле пĕлтерчĕç унта:
«Хисеплĕ Иван Егорович, сирĕн çырăвăра хуравласа çакна пĕлтерме пултаратăп. Тексчĕ радиопа вуланиех.
«Паян Пăрачкав районĕнчи Семеновское салинче çуралнă СССР патшалăх хăрушсăрлăх Комитечĕн хисеплĕ сотрудникĕ, Граждан тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçисене хутшăннă, 1953-1967 çулсенче Мускав Кремлĕн коменданчĕ пулнă Андрей Яковлевич Веденин (1900–1984) çуралнă».
Сире хисеплесе, ырă сунса – О.Н.Тургай. 07.11.2007ç.»
Мускав Кремлĕн комендантне Мускаври Кунцево масар çине пытарнă иккен.
Кремль коменданчĕ пулнă чухне Андрей Веденинăн çав тери нумай ĕçлемелле пулнă. Вăл вăхăтра СССР тата РСФСР Аслă Совечĕсем, вĕсен Правительствисем Кремльте ĕçлетчĕç. Акă мĕнлерех асра юлнă вăл.
...1953 çулхи кĕрхи кун, çумăр пĕрĕхет. Кремль полкне строя тăратаççĕ. Штаб начальникĕ Совет Союзĕн Геройĕ Шмаль полковник ун çинчен Веденин генерал лейтенанта рапортлать. Кĕçех Полк Ялавне илсе тухаççĕ, строй умне вырнаçтараççĕ. Полк командирĕ Совет Союзĕн Геройĕ Макаров полковник Ялав çумне пырса тăрать. Стройри офицерсене пурне те кунта чĕнеççĕ. Веденин генерал Макаров полковник служба ĕçĕсене тăрăшса туса пыни çинчен, анчах ăна урăх çĕре куçарма приказ пулни çинчен пĕлтерет. Халь ĕнтĕ командирăн полкпа, унăн Ялавĕпе сывпуллашма вăхăт çитрĕ. Оркестр «Прощание Славянки» вылять. Полковник Ялав айне пĕшкĕнет, ăна ыталаса илсе чылайччен кăкăр çумĕнче тытса тăрать. «Батя плачет», – пăшăлтатрĕ строй. (Хисеплесе çапла калатчĕç). Командир ура çине тăрать те стройри гвардеецсене служба ĕçĕсене лайăх туса пынăшăн тав тăвать. «Служу Советскому Союзу!» янратать пин çынлă строй. Ялав патне пуçтарăннă кашни офицерпа алă парса, ыталаса илсе сывпуллашать командир. Ун çумĕнче Совет Союзĕн Геройĕсем Титаренко майор, батальон командирĕ тата Самсонов полковник (рейхстага штурмланă çĕре хутшăннă) юлаççĕ.
«По внешним признакам» майпа суйласа илнĕ офицерсем хăйсен малтанхи вырăнĕсене тăраççĕ.
«К торжественному маршу!» – янăраса каять команда. Çар оркестрĕ «Походный марша» çĕкленÿллĕ, хумхануллă выляма тытăнать. Гварди полкĕ парад стройĕпе Геройсем умĕнчен хăватлăн иртет. Халь полк умĕнче çĕнĕ командир – Совет Союзĕн Геройĕ Лукоянов полковник, Ленинград çар округĕнчен килнĕскер.