08 мая 2008 г.
Пирĕн çĕршыв çине сĕмсĕррĕн тапăнса килнĕ фашистла Германие çĕнтернĕренпе 63 çул çитрĕ. Ĕмĕрсем пĕрин хыççăн тепри иртĕç, анчах Тăван çĕршыва ирĕке кăларассишĕн çапăçнă, юнлă вăрçă хирĕсенче пуçĕсене хунă совет салтакĕсен паттăрлăхĕ нихăçан та манăçмасть.
Аслă Çĕнтерÿ кунне халалласа акă районти тĕп библиотекăн ача-пăча литературин уйрăмĕн вулав залĕнче «Çак аслă çулсене пуç таяр» кĕнекесен пысăк куравне хатĕрленĕ. Вулакансем кунта вăрçă хроникипе, сăн ÿкерчĕксен пуххипе, фронтовиксен асаилÿ кĕнекисемпе, вăрçă вăхăтĕнчи поэзипе, хăрушă кунсене сăнлакан ытти хайлавсемпе паллашма пултараççĕ.
Ачасем ветерансене саламласа тата ырă сунса хатĕрленĕ илемлĕ открыткăсене те «Тавах сире, салтаксем!» ятпа курава тăратнă.